04 октября 2014 г.
Еплерех илемлĕ вырăнта вырнаçнă пирĕн Кивĕ Ахпỹрт! Унăн çумĕпе шăнкăр-шăнкăр Пăла шывĕ юхса иртет. Тăрăх хăвасем ешереççĕ. Хур-кăвакал ярăнса ишет. Уй-хирсенче сап-сарă тырă çитĕнет. Пирĕн тăрăхра маттур та пултаруллă çынсем сахал мар. Социализм Ĕçĕн Геройĕ те пулнă. Колхозра ăратлă сысна ĕрчетсе ти-вĕçнĕ вăл çак чыса. Паллă çырав-çăсемпе те пуян манăн савнă енĕм. Çавăн пекех, нумай ача çуратнă çемьесем те йышлă. Уйрăмах Каргинсем маттур çак енĕпе. Кошкинсем, Андреевсем те ачасенчен пуян. Кашни çемйинче сакăр е çичĕ пепке. Ашшĕ-амăшĕ маттур пулнăран, ачисем те правур.
Пирĕн "Гвардеец" колхоз пур енĕпе те пултаруллă пулнине пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ. Вăл вăхăтра ятарлă пахча çимĕç бригади ĕçлетчĕ. Купăста, кишĕр, турнепс, хăяр ỹстеретчĕç. Тата пирĕн колхоз республикăра малтан чи пĕрремĕш сухан-севок ỹстерме пуçларĕ. Республикăри чи пуян хуçалăхсен шутне кĕчĕ. Сухан-севока, чĕкĕнтĕре пайсем парса çумлаттаратчĕç. Эх, ăмсанаттамăр вара йышлă çемьеллисене! Эпир вăл вăхăтра паллах, çамрăк пулнă. Тăвансене анчах пулăшма çỹренĕ. Пирĕн кукамайпа пĕр варта ỹснĕ Мичча куккапа Василиса инке Андреевсен сакăр ачаччĕ: çичĕ хĕр те пĕр ывăл. Чи кĕçĕнни те манран виçĕ çул аслăччĕ. Вĕсем хăйсене уйăрса панă пая туххăмрах пĕтеретчĕç. Эх, аванччĕ-çке ĕç вĕçленсен хамăн аппасемпе тата тетепе уй тăрăх саркаланса киле таврăнма.
Ачисене инкепе тете питĕ юратса пăхатчĕç. Пире те, тăвансене нихăçан та уйăрса хăварман. Уйрăмах манăн аннене юрататчĕç. "Аслă хĕр" тетчĕ инке аннене. Те шеллесе каланă ĕнтĕ, те юратса? Мĕншĕн тесен манăн кукамай кукаçипе шутлă кунсем анчах пурăнса ĕлкĕрнĕ. Салтака кайсан, тỹрех вăрçа кĕнĕ, киле таврăнайман. Кукамай аннене пĕчченех ỹстернĕ. Инкепе тете пирĕн пата килессе чăтăмссăрăн кĕтеттĕмччĕ.Мичча тете питĕ шỹтлеме юрататчĕ. Эпĕ вăл калаçнине кунĕпех итлесе ларма хатĕр пулин те, мана пĕр япала тарăхтаратчĕ. Мана аннепе атте "Алевтина" тесе чĕнетчĕç. Мичча кукка вара мана яланах "Атитина". "Вăл ватă, çавăнпа санăн ятна лайăх калаймасть", _ лăплантаратчĕ кукамай. Инке питĕ чиперччĕ пирĕн. Юрра-ташша ăстаччĕ. Тата, тĕрĕ-çĕвĕ тума, çыхма маçтăрччĕ. Мана валли тĕрĕлесе алсиш е чăлха çыхса килетчĕ. Çак самантра манран телейли пулман та пулĕ!
Пурнăç хăйĕн еккипех шăвать. Инкепе тетен ачисем майĕпен çитĕнче пычĕç: Маня, Галя, Зоя, Коля, Валя, Надя, Люба, Вера. Аслисем тăван килтен вĕçсе тухса йăвасем те çавăрма ĕлкĕрчĕç. Эпĕ вара çавах вĕсем пирĕн пата хăнана килессе чăтăмссăрăн кĕтеттĕм. Ашшĕпе амăшĕ пекех ырă кăмăллăскерсем, пирĕн пата парнесĕр нихăçан та килместчĕç.
Манăн юратнă тетем манăн ята калама вĕренеймесĕрех, çĕнĕ пỹрт валли хатĕрленĕ пĕрене-хăмана ĕçе кĕртеймесĕрех çĕре кĕчĕ. Ытла та ир! Паллах, савнă та юратнă инкене мăшăрĕпе уйрăлма çăмăлах пулмарĕ. Анчах пуçне усмарĕ вăл. Колхоз ĕçĕнчен те пăрăнмарĕ. Маттур та пултаруллăскер, майĕпен ал-ура çавăрса çĕнĕ пỹрт çĕклерĕ. Ял-йыш та айккинче юлмарĕ.
Хуйхă çынна ватăлтарать, теççĕ. Инкене ачисен юратăвĕ, ăнланăвĕ, тăванĕсен пулăшăвĕ вăй хушса пычĕ. Унăн усăннă çуначĕсем çỹле çĕкленчĕç. Пичĕ çинче, тетепе пурăннă вăхăтри пекех, йăл кулă палăракан пулчĕ. Майĕпен юрра-ташша та хутшăнма пуçларĕ. Тинех пирĕн пата пуçне усса, кулянакан инке мар, манăн чипер те хаваслă инке килсе çỹреме пуçларĕ. Мичча куккаран вĕренсе-и, вăл та мана "Атитина" тесе чĕнме пуçларĕ. Çакă мана савăнтарчĕ анчах. Эппин, маншăн инке те, кукка та çумрах.
Юратнă инкен пỹрчĕ пушаннăçем пушанса пычĕ. Тин тĕкленнĕ чĕпĕсем пĕрин хыççăн тепри тĕп килтен вĕçе-вĕçе тухрĕç. Хăшĕсем хамăр района юлчĕç, теприсем шурă Шупашкара, Мускава çул тытрĕç.
Анне чĕри! Йăл кулать пулин те чĕри кашнийĕншĕн еплерех çуннине никам та пĕлеймĕ, кашнийĕшĕн еплерех куляннине никам та чухлаймĕ. Вĕсен çитĕнĕвĕшĕн савăннипе чĕри тухса тарасла тапнине те никам та ăнланаймĕ. Вăл çакна никама та кăтартаймĕ. Пурнăçăн кашни самантне ăшра тытрĕ. Ачисен умĕнче вара яланах паттăррăн курăнчĕ.
Инкен ачисем пурте ылтăн пулчĕç. Амăшĕ вĕсемшĕн анчах пурăннине пĕр самантлăха та манмарĕç. Мĕн пĕчĕкрен ĕçе, ташша-юрра юратса ỹсрĕç. Тата тăванлăх, туслăх туйăмне тĕпе хучĕç. Çакна инкен мăнукĕсем те вĕренсе пычĕç.
Инкен 80 çулхи юбилейне паллă тунă куна куç умне кăларатăп. Инке! 17 çулхи хĕр пекех ярăнса ташларăн эсĕ ун чухне, куçусенче те çамрăк чухнехи пек хĕлхем ялкăшрĕ. Пĕрин хыççăн теприне ташша чĕнтĕн, мăнукусемпе пĕрле вальс çаврăнтăн. Эсĕ, чăннипех те, тĕнчери чи маттур аннесенчен, асанне-кукамайсенчен пĕри пултăн пулĕ, инке! Паллах, çăмăл килмен сана сакăр ачана пĕччен ура çине тăратма. Анчах та эсĕ панă ырă сĕнỹ-канаш вĕсене пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме, пĕр-пĕрне хисеплеме вĕрентнĕ.
Çук ĕнтĕ паян пирĕн çумра юратнă инке. Эсĕ хăйсенчен уйрăлса каясса пĕлмесĕрех, вăл кун пур ачу та, мăнукусем те тăван киле пуçтарăнчĕç. Мунча хутса ячĕç. Кашнийĕнпе уйрăмшарăн пуплерĕн, пил патăн, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма ыйтрăн. "Кăштах канам-ха", тесе выртрăн та вăранаймарăн. Яланхи пекех кашни хĕрỹн ятне асăнса "тутлă ăшши" , тесе милĕк вĕрилентереймерĕн. Тирпейлĕ пурăнтăн, тирпейлĕ уйрăлтăн. Санăн çутă сăнару вара яланах пирĕн чĕрере упранĕ.
Киле ывăлу Куля юлчĕ. Халĕ вăл, эсĕ хăвăн тĕпренчĕкỹсемпе нушаланса лартнă çурта çулсеренех çĕнетсе илемлетĕ. Эсĕ пурнăçа юратма вĕрентнине мăнукусем ăша хывччăр тесе тимлĕ.
Алевтина КУЗНЕЦОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)