13 сентября 2014 г.
Кирек хăш ветеранăн шăпи те пĕр евĕрлĕ мар. Кашнийĕн çинчен нумай-нумай каласа пама пулать. Вĕсен паттăрлăхĕ пирĕн асăмăрта, чĕресенче нумайлăха юлать. "Эпир аслă ăрурисемпе мухтанатпăр _ çĕнтерỹçĕ паттăрсен ăрăвĕ вăл, вĕсем Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçин йывăрлăхне чăтăмлăн тỹссе ирттерчĕç. Кашнийĕ пĕтĕмĕшле çĕнтерĕве чăннипех те тивĕçлĕ тỹпе хывнă", _ çак сăмахсемпе саламлать кашни тивĕçлĕ çынна Раççей Президенчĕ В. Путин.
Ку хутĕнче çак салам Туçари П. Телегина патне çитрĕ.
Перасковья Димитриевна тыл ĕçченĕ тата ĕç ветеранĕ, пĕрремĕш ушкăн инваличĕ. 90 çул тултарнăскере уяв ячĕпе чылайăн саламларĕç. Чи çывăххисем, чĕрене пырса тивекеннисем вара ывăлĕпе хĕрĕсенчен пулчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн саламне унăн çумĕ _ строительствăпа обществăлла инфраструктура аталану пайĕн начальникĕ В. Краснов илсе çитерчĕ. Çавăн пекех социаллă хỹтлĕх пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Н. Федоськина, Туçа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Перепелкин, хĕрарăмсен канашĕн председателĕ А. Мальцева та юбиляр чăннипех те тăрăшуллă та ырă кăмăллă хĕрарăм пулнине палăртрĕç. Перасковья Димитриевна çак ялтах çуралнă. 7 çултах ашшĕсĕр тăрса юлнă. Амăшĕпе 4 çурма тăлăх ачаллă çемьене пурăнма куçсан йышлăн пĕр çуртра ỹснĕ. Шкул хыççăн кил-çуртра сахал мар ĕç тиеннĕ ун çине. Кĕçĕннисене те пăхмалла. Анчах ачалăхри телейĕ пỹрмен Перасковья Димитриевнана. Хăйĕн амăшĕ вăхăтсăр çĕре кĕрсен вăл ялта пурăнакан виçĕ ачаллă çемьери çитĕнекен ăрăва пăхма куçнă.
1942 çулта ăна Челябинскинчи ФЗОна яраççĕ. Кайран вăрман хатĕрлеме те, çул тума та хутшăннă паттăр хĕрарăм. Тивĕçлĕ канăва тухичченхи вăхăчĕ вара тăван "Гвардеец" колхозпа çыхăннă. Ĕçе юратнăран яланах хисепе тивĕçнĕ. Пурнăçĕ çав тери йывăр пулнă: вăрçă тата хỹтлĕх çукки. Ахальтен каламан вĕт: тăлăх куççульне ал тупанĕпе темиçе хутчен те шăлать тесе. Выçлăха та, сивве те, ыттине те тỹссе ирттерме тивнĕ хĕрарăмăн.
1946 çулта хĕре Зиновий Николаевич куç хывнă. Пĕрлешнĕ мăшăр. Çут тĕнчене малтанах вĕсен ывăл килнĕ. Телегинсем пурĕ 7 ача çуратса пăхса ỹстернĕ. Шел пулин те, паянхи куна иккĕшĕ çеç пурăнаççĕ. Мария Зиновьевна Туçари вăтам шкулта, Михаил Зиновьевич Шупашкарта ĕçлеççĕ. Ачисем пурте аслă пĕлỹ илнĕскерсем.
Мăшăрĕ те ир пурнăçран уйрăлнă Перасковья Димитриевнан. Пурнăçри хуйхă-суйхă йĕр хăвармасăрах тăман унăнне. Халĕ ветеран пачах курманпа пĕрех. Хăйĕн 7 мăнукĕпе, ăрăва малалла тăсакан 5 кĕçĕн мăнукĕпе савăнмаллипех савăнать.
Паян П. Телегина кинĕн хỹтлĕхĕнче пурăнать. Яланах çак сăмахсене аса илет вара вăл: "Мана пурнăç темиçе хутчен те тĕрĕслесе пăхрĕ, йывăрлăхсем пурте хыçа юлчĕç. Пуçа усман эпĕ. Пурăннă, ĕçленĕ, сиенлĕ йăласене сивленĕ. Паянхи кунпа савăнатăп çеç".
Çакнашкал сăмахсем вара пуриншĕн те кăмăллă.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)