03 сентября 2014 г.
Пĕлỹ кунне _ сентябрĕн пĕрремĕшне _ чылайăн чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Уйрăмах пуçласа парта хушшине ларакансемшĕн хавас вăл. Пĕлỹ тĕнчине кĕреççĕ-çке вĕсем. Унта ачасене çĕнĕ юлташсем кĕтеççĕ. Йывăрлăхĕсем те пулĕç. Вĕсене вара пĕрремĕш учителĕпе алла-аллăн çĕнтерсе пырĕç.
Вун пĕрмĕш классене те пĕрремĕш шăнкăрав пăлхантаратех. Вĕсем вĕренỹ çулĕ вĕçĕнче шкулпа сыв пуллашма хатĕрленеççĕ. Мĕн чухлĕ асра юлмалли самантсем каччăсемпе хĕрсен.
Пĕлỹ тĕнчине çак кун районти 4499 ача кĕчĕç. Вăл шутран 464-шĕ пĕрремĕш, 315-шĕ вун пĕрмĕш класс алăкĕсене уçрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ О. Мешков çак кун Первомайскинчи В. Митта ячĕллĕ, Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам, Ишлĕри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсенче пулчĕç. Пĕрлех уява Первомайски, Пăлапуç Пашьел, Ишлĕ ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем В. Секретов, В. Никитин, Л. Юркина хутшăнчĕç.
"Пĕлỹ çулĕ сахал мар вăй хума ыйтать. Йывăрлăхсене те çĕнтермелле унта. Аталанса пымалла. Умма пысăк тĕллевсем лартса вĕсене пурнăçа кĕртмелле. Парта хушшине ларакансен наука патне интересĕ нихăçан та ан çухалтăр. Аслисен çитĕнекен ăрупа ĕçлеме чăтăмлăхĕ çиттĕр",_ сĕнчĕ Н. Глухов уяв ячĕпе саламланă май.
"Малалла" тата "Первомайск" хуçалăхсен ертỹçи, район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ М. Петров çурхи уй-хир, вырма ĕçĕсенче пулăшнă шкул ачисене асăнмалăх парнесем пачĕ.
Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнă ятпа Первомайскинчи вăтам шкулта Сергий Пегасов протоиерей, Пăлапуç Пашьелĕнче Иоанн Спринсян иерей саламларĕç. Епархи ячĕпе районти пур шкулсене те тĕн никĕсĕн вĕрентĕвĕ валли методика литератури панă.
О. Мешков тăван шкулне паха парне _ телевизор, пĕрремĕшсемпе учительсене асăнмалăх парнесем пачĕ. Пăлапуç Пашьелĕнче вĕренекенсемшĕн Германинчи сăра тăвакансен делегацийĕ ячĕпе кỹнĕ парне (вĕсем кăçал ял уявне хутшăннăччĕ) _ футбол тупписем тата та сумлă пулчĕç. "Манăн тăван шкулăн футбол команди те малашне пысăк çитĕнỹсемпе савăнтартăрах",_ терĕ Олег Вадимович. Çавăн пекех вăл Ишлĕри тĕп шкулта вĕренекенсене кире пуканĕсем пачĕ.
Ытам тулли чечексем, савăнăçлă кулă, сăрласа çĕнетнĕ аудиторисемпе спортзалсем паллах кăмăла çĕклеççех. Апла пулсан пур студентсемпе шкул ачисен те çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче ỹсĕмсем пулччăрах. Вĕрентекенсене творчествăлла ăнăçу сунас килет. Ашшĕ-амăшĕн хăйсен ачисен çитĕнĕвĕпе савăнмалла пултăр.
Туçари вăтам шкула кăçалхи вĕренỹ çулĕнче 173 ача килет. Вĕсенчен 15-шĕ _ пуçласа пĕрремĕш класа. Пĕлỹ кунĕ ячĕпе ирттерекен уяв линейкине вара педагогсем, вĕренекенсем, ашшĕ-амăшĕ тата хăнасем хутшăнчĕç.
Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнă ятпа пурне те малтанах шкул директорĕ П. Шашкин саламларĕ.
Пĕрлех иртнĕ вĕренỹ çулне пĕтĕмлетсе Петр Геннадьевич тăрăшса пĕлỹ пухакансене Хисеп грамотисемпе наградăларĕ. Каникул вăхăтĕнчи ачасен хăш-пĕр çитĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулне икĕ ача _ Д. Шашкинапа А. Козлов _ ылтăн медальпе вĕçленĕ. Икĕ выпускник алла аттестат илнĕ хыççăнах çар ретне тăнă-мĕн. Ыттисем хăйсен пĕлĕвĕсене малалла тăсаççĕ.
Предмет олимпиадисемпе район, республика шайĕнче призлă вырăнсем йышăннисем савăнтараççĕ. Ачасен волейбол команди республикăри хуласемпе ялсенче вырнаçнă шкулсен спортсменĕсемпе выляса çĕнтерỹçĕ пулса чемпион пулни та хавхалантарать.
Камсенчен тĕслĕх илмелли пур çитĕнекен ăрăвăн. Апла пулсан, çанă тавăрсах çĕнĕ вĕренỹ çулне пуçăнмалла. Пĕлỹ кунĕ ячĕпе çавăн пекех район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн методисчĕ С. Юнусова, Туçа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Перепелкин, "Звезда" ял хуçалăх кооперативĕн ертỹçи В. Кузнецов, вĕрентỹ ĕçĕн ветеранĕ А. Салмин, шкул выпускници Г. Мулюкова саламларĕç.
Сывлăшпа десант çарĕсен ветеранĕсен обществăлла организацийĕн членĕ Н. Георгиева (амăшĕ çак шкул выпускници пулнăскер) та шкул музейне парне кỹнĕччĕ. Вун пĕрмĕшсем пĕрремĕшсене саламларĕç. Ун хыççăн ытти классенче вĕренекенсем те пĕлỹ тĕнчине ярса пусакансене чечек çыххисем парнелерĕç. Пĕрремĕш шăнкăрава вун пĕрмĕшĕнчи Р. Табаковпа пĕрремĕш класа килекен О. Виноградова пачĕç.
(Хамăр корр.).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)