Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ыр çын ик ĕмĕр пурăнать

27 августа 2014 г.

 Арçыннăн хăйĕн ĕмĕрĕнче виçĕ ĕç тумалла, тет: çурт хăпартмалла, йывăç лартмаллла тата ача ỹстермелле.

Туçара пурăнакан Г. Сугутский вĕсене пурне те пурнăçланă. Ялта та, кỹршĕ яла кайсан та унăн ĕçĕсене курма пулать. Ĕмĕр тăршшĕпе строительте ĕçленĕрен пур çĕрте те вăл тунă объектсем пур.

Вăхăтĕнче эрозие хирĕç кĕрешнĕ çĕрте тăрăшнăран Пăла хĕрринче йывăçсем кашласа лараççĕ. Паян пур ачи те сĕтел тавра пуçтарăнсан кĕреке кĕрлесе çеç тăрать. Чăннипех те савăнмалăх та, мухтанмалăх та пур Хĕверхи тетен. Унăн ырă ячĕ 7 сыпăк таранах упранасси куç кĕретех.

Пуртă аври çỹллĕш пулсанах Г. Сугутский ĕç çумне çыпçăннă. Салтак аттине тăхăниччен районĕпе чапа тухнă "Гвардеец" колхозра сысна вити тунă çĕрте ĕçленĕ. 1954 çулта ăна тăван çĕр-шыва сыхлама кайма ят тухать. Георгий Николаевича шăпа Свердлов облаçне илсе çитерет. Кунта та вăл Пышма хулинчи химкомбината тунă çĕре хутшăнать. Çакăнтан кирпĕч хума, çурт тăррисене витме тата ыттине те вĕренсе килет. Тăван тăрăха каялла таврăнсан тỹрех колхозра, стройкăра вăй хума пуçлать. Вăл вăхăтра хуçалăхра çурт хыççăн çурт хăпартнă. Вăй питти каччă аллинче ĕç вĕресе кăна тăнă. Анчах Г. Сугутский хăйĕн пĕлĕвĕ çителĕксĕррине туять, çавăнпах Сĕнтĕрвăррине мастер-технолога вĕренме каять. Опыт пухма ĕлкĕрнĕскер, лайăх паллăсемпе кăна пĕтерет.

Тивĕçлĕ пĕлỹ илнĕ яш яла килсен татах хăнăхнă сукмака такăрлатма пикенет.

_ Колхозра стройка çине стройка пыратчĕ. 1961 çулта Туçапа Анат Туçа хушшинче вырнаçнă больницăна хута ятăмăр. Ун хыççăнах пекарьнăпа апат-çимĕç лавккине туса пĕтертĕмĕр. Туçари ветеринари лечебницине, стадионпа унти сценăна, "Сар хĕвел" ача садне, вăтам шкула, палăк-монумента, ял варринчи кĕпере тунă çĕрте те тăрăшнă. Каярах эрозине хирĕç кĕрешме пуçларăмăр. Уншăн эпĕ Мускава, ВДНХ-на кайма, медаль илме тивĕçрĕм.

Ĕмĕрĕмре эпĕ 3 хутчен çурт лартрăм. Хам тивĕçе пурнăçланă тесе шухăшлатăп, _ тет ĕç ветеранĕ. Сăмах май, Георгий Николаевич хăш объекта миçемĕш çулта тунине, унта кам-кам ĕçленине, ялти çĕнĕ хыпарсене, кашни кунхи çанталăка пĕр ỹркенмесĕрех çырса пырать.

Чунĕпе ватăлман арçын паян та алă усса çеç лармасть. Кил-тĕрĕшри ĕçсене пурнăçлать, вĕлле хурчĕсене пăхать. 1980 çултанпа Георгий Николаевич хурт-хăмăрпа интересленет. Вĕсем мĕнле чечек çинчен чечек çине вĕçсе пыл пухнине сăнама юратать. Пушă вăхăта мăнукĕсемпе ирттерет, вĕсене час-часах хăйĕн пурнăçĕ пирки каласа парать. Туçари вăтам шкулшăн та вăл кĕтнĕ, хисеплĕ хăна. Ăна час-часах вĕренекенсемпе тĕл пулма чĕнеççĕ. Георгий Николаевич кашни калаçурах строитель профессийĕ хисеплисенчен пĕри иккенне палăртать.

Хĕверхи тетен мăшăрĕ те, Ульха аппа, стройкăрах вăй хунă. Вăл та маттур та ĕçлĕхлĕ хĕрарăм. Ял çинчи хисеплĕ мăшăр 5 ача çуратса ỹстернĕ, пурне те тивĕçлĕ воспитани парса пурнăçăн аслă çулĕ çине кăларнă. Ĕç ветеранĕсене, чăвашсен авалтан пыракан йăлипе, кĕçĕн ывăлĕпе кинĕ пăхаççĕ. Юнашарах тĕпленнĕ Гена ывăлĕн çемйине те яланах ватăсемпе юнашар курма пулать. Пĕр тăвансем ашшĕ-амăш пилĕпе килĕштерсе, пурри-çуккине çурмалла пайласа пурăнаççĕ.

О. ПАВЛОВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика