13 августа 2014 г.
Туçари Мордвиновсем _ ялти хисеплĕ çемьесенчен пĕри. Венямин Григорьевичпа Валентина Николаевна пирки ырă сăмах каламалли чăннипех те питĕ нумай. Вĕсем сăпайлă, ĕçлĕхлĕ, кăмăллă... Ачисене те хăйсем пек пулма вĕрентнĕ. Икĕ алла усса çỹреме юратманни вĕсен йăхран-йăха куçса пырать.
В. Мордвиновăн ашшĕпе амăшĕ _ Григорий Петровичпа Федосия Петровна _ 9 ача çуратнă. Анчах чир-чĕре пула хăшĕ-пĕри пĕчĕклех вилнĕ. 3 ывăлĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă, иккĕшĕ _ Александрпа Никандр _ таврăнайман. Мефодий Яппун вăрçинче те пулнă. Ăна Турă тăван тăрăха чĕрĕ-сывă килме пилленĕ.
Колхоз юхăмĕ пуçлансан Мордвиновсем пĕрлĕхлĕ хуçалăха кĕреççĕ. Ачисене те ĕç çумне ир çыпăçтараççĕ. Веня та ашшĕнчен шит юлмасăр çỹренĕ. Вăл пушăтран пăявсем явнă, çăпата хуçнă, пушмак туса тĕлĕнтернĕ. 10-11 çул тултарсан вăкăрпа, лашапа хирсене сỹрелеме кайнă, кĕлте, утă-улăм турттарнă.
1958 çулта Венямин Григорьевича салтака кайма ят тухать. Вăл Украинăри Коваль хулинчи çар чаçĕнче службăра тăрать. Çулталăк хĕсметре пулнă хыççăн ăна, пултаруллă та тимлĕ салтак пулнине кура, урăх полкран килнĕ Коваленко капитан хăйĕн патне илсе каять. Туçа каччи çапла майпа уйрăм пая лекет. Кунта та вăл хăйне лайăх енчен кăна кăтартать, юлташĕсемшĕн тĕслĕх пулса тăрать. 7 класс çеç пĕтернĕ пулсан та ăна кĕçĕн сержант ятне параççĕ.
Çартан таврăнсан, 1961 çулта, В. Мордвинов Канашри механизаторсен шкулне ăс пухма кĕрет. Аллине документ илсенех тăван яла таврăнать, колхозра Т-40 тракторпа ĕçлеме пуçлать. Каярах шоферсен курсне пĕтерет. Çакăн хыççăн бензин турттаракан автомашина рулĕ умне ларать. Çулĕсем аслăлланнăçем техника паркĕнче аппаратчик, аккумуляторщик пулса тăрăшать.
Мордвиновсем питĕ ĕçлĕхлĕ пулнине маларах та палăртнăччĕ. Вĕсене ман вĕлле хурчĕсемпе танлаштарас килет: тул çутăличченех вăй хума тытăнаççĕ те каç пулсан тин пушанаççĕ. Картиш тулли выльăх усранăран канса ларма та вăхăт çук. Çавăн пекех хурт-хăмăрпа та кăсăкланаççĕ. Вĕлле шучĕ чылай. Пушă чухне Венямин Григорьевич йывăçран тĕрлĕ япала касса ăсталать. Вăл Туçари чиркỹ валли мĕн кăна туса паман! Турăшсем айккинчи эрешсем тỹрех куçа тыткăнлаççĕ. Унăн ĕçĕсене Патăрьелĕнчи Турă амăшĕн Державная турăшĕ ячĕпе хисепленекен кĕлĕ çуртĕнче те курма пулать. Чăннипех унăн алли ылтăн!
Çỹпçине кура _ хупăлчи, теççĕ. Венямин Григорьевичăн арăмĕ те, Валентина Николаевна, питĕ маттур хĕрарăм. Вăл ĕмĕр тăршшĕпе фермăра тăрăшнă. Хисеплĕ мăшăр пĕр-пĕринпе шăкăлтатса 51 çул пурăнать. 3 ача çуратса ỹстернĕ, пурне те тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Асли, Саша, ял хуçалăх институтне пĕтернĕ. Вăл Сĕнтĕрвăрринче тĕпленнĕ. Надя çемйипе Мускавра пурăнать. Олег, ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе, тĕп килпе юнашар кермен пек çурт хăпартнă. Çак ял хĕрнех качча илнĕ. Вĕсем иккĕшĕ те Туçари чиркỹре вăй хураççĕ. Мăнуксенчен те Мордвиновсем пуян.
Кашни çуркуннех çак килĕшỹллĕ мăшăр пурăнакан пỹрт айккине чĕкеçсем йăва çавăраççĕ. Пĕчĕк кайăк усал çынсем патĕнче хỹтлĕх шырамасть, теççĕ. Вĕсем те ăш кăмăллă çынсем ăçта пурăннине пĕлеççĕ.
А. ФРОЛОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)