Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта _ Варнава митрополитпа Феодор епископ

09 августа 2014 г.

Августăн 5-мĕшĕнче пирĕн районта Шупашкар тата Чăваш епархийĕн митрополичĕ Варнава тата Улатăрпа Пăрачкав епископĕ Феодор пулчĕç. Владыкăпа епархи управляющине Туçара район администраци пуçлăхĕ Николай Глухов, ял тăрăх пуçлăхĕ Николай Перепелкин, епархин III округĕн благочиннăйĕ _ Первомайскинчи храм настоятелĕ Сергий Пегасов протоиерей, епархин IV округ благочиннăйĕ, Шăмăршăри чиркỹ настоятелĕ Николай Чувашов протоиерей, тавра ялти пачăшкăсем, ытти чиркỹ çыннисемпе Турра ĕненекенсем çăкăр-тăварпа, чечексемпе ырă сунса кĕтсе илчĕç.

Турă Амăшĕн Пачаевская иконĕн кунне паллă тунă май, Туçари Çветтуй Троица ячĕллĕ чиркỹре литурги ирттерчĕç, Владыка сывлăхĕшĕн молебен йĕркелерĕç, чиркĕве пуçтарăннисем ăна "Многие лета..." юрăпа саламласа нумай-нумай çул пурăнма ырă сунчĕç.

Туçа чиркĕвĕн настоятелĕ Николай Марков протоиерей Владыкăна уяв службине хутшăннăшăн тав турĕ, просфор парнелерĕ.

Хамăр корр.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика