12 июля 2014 г.
ТУÇА ял тăрăхне кĕрекен кашни ялтах юрă-ташă, спорт уявĕсем пулса иртрĕç. Паллă ĕнтĕ, вĕсенчех ĕç паттăрĕсене, уйрăм хастарсене, кăтартуллă çемьесене тата ытти пултаруллă ĕçченсене те чысланă. Иртнĕ эрнере çакнашкал савăнăçа Козловкăпа Пăлакасси ялĕсенче пурăнакансем пĕрле пайланă. Çырла пек кăмăллă çанталăк вĕсене ăмăртусенче вăй виçме те, спорт тупăшăвĕсенче çĕнтерỹ тума та, юрă-ташăра кăмăлсене ирĕке яма та пулăшса çеç тăнă. Уява пухăннисемшĕн ытти тупăшусемпе пĕрлех 60 çултан иртнĕ хĕрарăмсем старта тăни тата ытларах кăсăклă пулнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)