25 января 2013 г.
ТУÇАРИ вăтам шкул коллективĕ ырă йăла-йĕркене нихăçан та пăрахăçа кăлармасть, ламран-лама куçарса пыма тăрăшать. Кашни çулах нарăсăн пĕрремĕш шăмат кунĕнче тĕрлĕ ăрури выпускниксемшĕн тăван шкул хăйĕн алăкĕсене яриех уçать. Кăçал вара тепĕр енлĕ пуçару та çуралнă. Шупашкарта тымар янă выпускниксем хăйсен вĕрентекенĕсене хулана, коопераци институтне, тĕл пулăва йыхравланă. Ырă сĕнÿ пурин кăмăлне те кайнă, ăшă тĕл пулу кашнийĕн асĕнче юлĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)