09 июля 2014 г.
"Гвардеец" колхоз хăй вăхăтĕнче сухан-çевок туса илессипе аван ĕçлетчĕ. Халь те Туçа енче пурăнакан халăх çак культурăна ỹстерессипе тăрăшать. Нумайăшĕ ăна гектарĕ-гектарĕпе акать. Анат Туçари Александр, Алексей тата Сергей Перепелкинсен те вăл 18 гектар йышăнать. Çамрăк фермерсем сухан вăрлăхне туса илессипе 2010 çултанпа çемйипех вăй хураççĕ.
_ Ялта тĕпленсен мĕн те пулин ĕçлемелле вĕт. Çын çине шаннипе е эрех-сăрапа иртĕхнипе хуçалăха тытса пыраймастăн. Малтан сухан вăрлăхне 1 гектар кăна акрăмăр, каярах вара лаптăка ỹстертĕмĕр. Пирĕншĕн ку ĕç ют мар: эпир мĕн пĕчĕкрен сухан-çевок çумласа ỹснĕ, _ теççĕ çĕр хуçисем.
Паян нумайăшне ял хуçалăх продукцине ăçта вырнаçтарасси хăратать. Чылай чухне йỹн хакпах инçетрен килнĕ, вырăсла пĕр-ик сăмах кăна перкелешме пĕлекен "хурисене" парса яратпăр. Перепелкинсен ку тĕлĕшпе йывăрлăх çук. Вĕсем çуркуннех Новосибирскинчи, Абаканти предпринимательсемпе килĕшỹ тăваççĕ. Бизнесменсем хăйсем патĕнче лайăх сутăнакан çевок вăррисене параççĕ. Шăпах çавсене никĕсе хываççĕ те ĕнтĕ фермерсем. Тухăç ăнса пултăр тесе технологине те пăхăнма тăрăшаççĕ. Çум курăк алхасасран гербицид сапаççĕ. Кăларнă чухне кăна çынпа ытларах ĕçлеççĕ. Алăпах пуçтараççĕ, анчах сухан вăрлăхĕн çулçине татма тата ăна аллама ятарлă барабан пур. Халиччен вăл пĕрре кăна пулнă, кăçал теприне тума пикеннĕ. Шăрçа пек çаврака çимĕçе тасатса тирпейлеме те юта çỹремелле мар: сортировка тăвакан икĕ машинăна юсаса лартса хунă.
Перепелкинсен сухан вăрлăхне туса илессипе вăй хума мĕн пур услови çителĕклĕ.
_ Çĕртен укçа кĕртме çăмăл мар. Сухан вăрлăхне аксанах тухăçа ăçта хĕл каçарасси пирки шутлама пуçларăмăр. Пĕрремĕш çулхине туса илнĕ продукцин укçипе кирпĕчрен 200 тонна вырнаçмалăх хранилище хута ятăмăр. Шăпах çевока пуçтарса кĕртнĕ хыççăн çумăрсем çунипе пысăк хуралтă тăвас шухăш çуралчĕ, анчах татах укçа кирлĕ-çке. Хамăр ĕмĕте пурнăçлас тĕллевпе фермер ĕçне пуçăнакансене паракан республика грандне илме хутшăнса пăхас терĕмĕр. Эпир хатĕрленĕ бизнес-план комисси витĕр тухрĕ. Пĕр миллион та 100 пин тенке яхăн пачĕç. Шăпах çак нухратпа çĕнĕ управ тăватпăр та ĕнтĕ. Патшалăх тимлĕх уйăрни пире тата та лайăхрах тăрăшма хавхалантарать, _ терĕ С. Перепелкин сăмаха малалла тăснă май.
Хуралтă валли тимĕрсене Канашри пĕр завода заказ парсах тутарнă. Урайне вара асфальт сарнă. Çывăх кунсенчех тăррине витме пикенесшĕн.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)