Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патăрьелсен "çил çуначĕсем" çĕнтерỹпе таврăннă

09 июля 2014 г.

 РАЙОНТА ыттисемпе юнашарах лаша спорчĕ аталаннăçемĕн аталанса пырать. Çавна май ку енĕпе ĕлĕкхисем çумне çĕнĕ ятсем хушăнса пыни те кăмăллă. Çак кунсенче, акă, Ульяновскинчи "Раççей ипподромĕнче" лашасем чупассипе пысăк ăмăрту пулнă. Пирĕн район "çил çуначĕсем" ытти регионсене тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтернĕ. Кивĕ Ахпỹртри А. Каргин тытса пыракан Неформальный урхамахĕ 1600 метра 2 минут та 4 секкунтра чупса тухса пĕрремĕш вырăн йышăннă. Патăрьелĕнчи А. Краснов Гамбургĕпе финиша иккĕмĕш тухнă, Каншелĕнчи В. Федоров та Надфиль лашипе ыттисене хыçа хăварса финиша виççĕмĕш кĕнĕ.

Тепĕр ушкăнрисем хушшинче Пăлапуç Пашьелĕнчи С. Кузьмичев фермер хуçалăх ертỹçи Комбинатпа 2400 метра чупса чи лайăх вăхăт кăтартнă, пĕрремĕш тухнă, Шăнкăртамри Р. Хисамов та Фаянс янаварĕпе виççĕмĕш йышăннă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика