Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇЫХМАН çАПĂ ШĂПĂР МАР…

24 июня 2014 г.

Тутар Тимешĕнче пурăнакан 75 çулхи шурсухал хутсен тĕркемĕпе хаçат редакцине ытахальтен çеç килмен. Ял старости Мунир Ахмедуллович Ахмедуллин тĕрĕслĕх шыраса чун пăшăрханăвĕпе чăн малтанах район прокуратурине çул тытнă. Йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем патне вара кашни вак ыйтупа тухманни каламасăрах паллă.

2013 çулхи январĕн 22-мĕшĕнче граждансен пухăвĕнче Мунир абыя общество пурнăçĕнчи хастарлăхне, пуçарулăхне, çав вăхăтрах вăй-хăватне кура икĕ çуллăха ял старости пулма суйланă. Ун хыççăнах Туçа ял администрацийĕ алла çакна çирĕплетекен удостоверение тыттарнă. Унăн полномочийĕ 2015 çулхи декабрь уйăхĕнче çеç тухать-ха.

Çулĕпе ура тапса ĕçлемелли вăхăт пулмасан та М. Ахмедуллин халăх шанса панă тивĕçе чунтан пурнăçлама пикеннĕ. Тутар Тимешĕ районта пĕчĕк ялсен шутне кĕрет пулин те, унта пурăнакан халăхăн проблемисем ыттисенни пекех-çке. Мунир Ахмедуллович вĕсене май пур таран татса пама пулăшнă. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрисене çеç аса илетĕп. Чăн малтанах вăл хăйĕн пуçарăвĕпе тата тăрăшулăхĕпе Шкул урамĕнчен пуçласа ял масарĕ патне çитиччен çула вак чул сарса хытарнă. Халĕ кунта йĕпе çанталăкра унчченхи евĕр пылчăк çăрăлмасть. "Чулпан" ял хуçалăх производство кооперативĕ панкрута тухнă хыççăн ял халăхĕ пысăк йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ. Чылай вăхăт çĕрсем усă курмасăр, япăхса выртнă. Хастар ку ĕçре те пысăк пуçарулăх кăтартнă, ял çыннисене хăйсене тивĕçекен çĕр пайĕсемшĕн документ тума пулăшнă. Халăха утă-улăмпа, тырăпа тивĕçтермелли майĕсене те тупать. Урамсене, ял масарне тирпейлĕ тытса тăрас, вырăнти мечĕте ĕçлеттерес тесе те халĕ те сахал мар ĕç туса пырать. Çакнашкал ĕçлесе тăнă вăхăтрах кăçалхи апрелĕн 19-мĕшĕнче граждансен пухăвĕнчи кун йĕркине тем сăлтавпа çĕнĕ староста суйлас ыйтăва кĕртсе хунă. Çак тивĕçе пурнăçласа пыма саккуна пăсса тепĕр çынна шаннă. Район прокурорĕ Ю. Фуражников ял старости М. Ахмедуллин çырăвĕ пирки ятарлă хурав панă. Унта çапла çырнă йĕркесем пур: "2003 çулхи октябрĕн 6-мĕшĕнчи Федераци саккунĕн 29 статйин "Раççей Федерацийĕнчи вырăнти самоуправление йĕркелесе пымалли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен" 131-мĕш номерлĕ Федераллă Саккунĕпе килĕшỹллĕн апрельте йĕркеленĕ пуху йышăнăвĕ тĕрĕс мар, ку вăл саккунпа пĕрлех Туçа ял тăрăхĕн уставне пăсни те пулать. Пухăва муниципаллă пĕрлĕх органĕн представителĕсем палăртман, кун пирки халăха маларах пĕлтермен". Урăхла каласан, çыхман çапă шăпăр мар-ха вăл. Йĕркене пăхăнса суйламан çын староста пулма пултарать-и? Çук, паллах. Ку вăл вырăнти халăха пăтратни, ĕçлекен çынна ура хума тăрăшни çеç тесе калас килет. Саккун паянхи староста хăй ирĕкĕпе заявлени çырса çак ĕçрен тухнине хирĕçлемест, паллах. Анчах та общество хастарĕ хальлĕхе çак "лава" туртса пыма хăйне-хăй шанать пулсан, мĕншĕн ăна ĕçлеттермелле мар? Сăмах май каласан, прокуратура хучĕсем хушшинче ял тăрăх пуçлăхĕ Н. Перепелкин староста пирки çырнă характеристика та пур. Вăл çырура та Мунир абый пирки пĕр сăмах начар шăрçалани çук: тăрăшуллă, пуçаруллă, ял халăхĕшĕн нумай ĕç тăвать...

Нарастаран ял старости пирки ял çыннисемпе те çыхăнса калаçас терĕм. Мĕнле хак параççĕ-ха унăн ĕçне?

_ М. Гайнутдинова, пенсионерка:

паян пирĕн ялта ĕлĕкхи евĕр кĕрлесе тăракан колхоз çук. Ку вăл хăй пĕр йывăрлăх. Çавăнпа та халăха тĕрлĕ енлĕ пулăшу кирлĕ. Ăна пире ку таранччен Мунир çеç татса пама пулăшнă. Ял малашлăхĕшĕн тăрăшакан пурришĕн савăнатăп çеç. Унăн ĕçне эпир питĕ хаклатпăр;

_ К. Абдрахманов, пенсионер:

Тутар Тимешĕнче пурăнса, хуçалăхра ĕçлесе ватăлтăм. Халĕ чăнах та халăхпа ĕçлесе ăна ертсе пыма çăмăл мар. Мунир Ахмедуллович старостăна ларичченех ырă та пархатарлă ĕçсем туса пулăшатчĕ. Халĕ вара пушшех те пире çакнашкал çын кирлĕ. Вăй-хăватне туйсан, малашне те старостăрах ĕçлетĕр;

_ Н. Димухаметова:

ял халăхне ĕçлеттерме те, уявсем туса пама та пултарать. Ăна çак тивĕçрен пăрасшăн пулнине нимĕнле те ăнланма пултараймастăп. Ялта старостă темиçе ĕмĕр каяллах пулнă. Вăл _ хăйĕн территоринче йĕрке, тирпей, тăнăçлăх туса тăракан хастар. Кашни килте çурт хуçи пулнă евĕр, вырăнсенче те çакнашкал йĕрке кирлех.

Мунир абый пиркиех сăмаха малалла тăсса çакна та каласшăн: хальлĕхе вăл саккунлă старостах

. А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика