11 июня 2014 г.
Туçара пурăнакан Павел Порфирьевичпа Юлия Егоровна Тестовсемшĕн çак кунсенче пăлхануллă самантсем пулчĕç. Чăн малтанах çемье пуçлăхĕ саккăрмĕш теçетке тултарать. Çулсем шултăраланса пыни пурпĕрех кашнине шухăшлаттарать. Унсăр пуçне тата вĕсен мăнукĕ çак кунсенчех салтак тумне тăхăнма хатĕрленет. Сăмах май каласан, йăхĕ ывăлсемпе пуян. Вĕсем вара пурте _ салтак пăттине тутаннăскерсем. Шурсухалсем хушшинче граждан вăрçине, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннисем те пур. Сăмахран, Паллян ашшĕ те, тетĕшĕ те иртнĕ вăрçăран таврăнайман. Ултă ачапа тăрса юлать унăн амăшĕ.
Павел çемьере тăваттăмĕш ача пулнă. Вăл аслисем пекех çамрăкла ĕçе хăнăхса ỹснĕ. Вунă çул тултарсанах вăкăр кỹлсе суха тума хăнăхнă. Каярахпа вара лашапа çỹренĕ, хуçалăхри тĕр-лĕрен ĕçсене хутшăннă.
П. Тестов çĕр-шыв умĕнчи тивĕçне пурнăçласа виçĕ çул çар хĕсметĕнче пулать. Унтан таврăнсан механизаторсен шулне вĕренме каять, "хурçă ут" вăрттăнлăхне алла илет. Каярахпа МТЗ _ 5, гусеницăллă тракторсемпе ĕçлет, комбайн çỹретет... Урăхла каласан, хуçалăхри ака-суха, вырма ĕçĕ-сене хастар хутшăнать. 36 çул алăран рульне яман.
1962 çулта вĕсем Юлия Егоровнапа çемье çавăраççĕ. Ача амăшĕ мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех ял библиотекинче тăрăшать. Хисеплĕ хĕрарăм вулавăшра тăрăшнă вăхăтра ялти хастар агитатор та пулнă. Мăшăрĕпе вĕ-сем виçĕ пăхаттир пăхса çитĕнтернĕ. Асли, Саша, ялта чылай çул ĕнтĕ электрикра тăрăшать. Иккĕмĕшĕ Инçет хĕвелтухăçĕнче пурăнать. Кĕçĕнни вара Шупашкарта йĕрке хуралĕнче ĕçлет. Пурте ашшĕ-амăшĕ пекех ĕçчен те пултаруллă, çемьере кăтартуллă.
Павел Порфирьевичпа Юлия Егоровнана паянхи кун пурăнма пилĕк мăнукĕ хавхалантарать. Вĕсем те пĕринчен тепри матур, пултаруллă. Акă, Сергей тăван чĕлхепе вырăс чĕлхисĕр пуçне ют çĕр-шыв чĕлхисемпе те ирĕккĕн калаçма пултарать.
Пархатарлă ĕç пĕр йĕрсĕр иртмест. Палля тетене те хăйĕн ĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынăшăн сахал мар Хисеп грамотипе, парнепе чыс тунă. Аслашшĕн ырă тĕслĕхĕ вара _ мăнукĕсемшĕн çул маякĕ вырăнĕнче.
А. ФРОЛОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)