04 июня 2014 г.
Анат Туçари "Звезда" ял хуçалăх кооперативĕнче районти дояркăсен тата осеменаторсен конкурсĕ иртнĕ. Унта "Батыревский", Ленин ячĕллĕ, "Исток", "Звезда", "Труд", "Красное знамя", "Родина", "Малалла" хуçалăхсен ĕçченĕсем хăйсен пĕлĕвĕпе ăсталăхне тĕрĕсленĕ.
Мероприятие район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ П. Ефимов, райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн специалисчĕ В. Фролова, "Чувашское" пĕрлешỹре ăратлăхпа ĕçлекен Р. Зинатуллина зоотехник хутшăннă. Пухăннисене В. Кузнецов ертỹçĕ хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе тата малашлăхри тĕллевсемпе кĕскен паллаштарнă. Чи малтанах дояркăсем хăйсен ĕçне мĕнле пĕлнине кăтартса панă. Вĕсем сăвакан аппарата сỹтнĕ тата пуçтарнă. Çавăн пекех ĕнесене сăвас умĕнхи пурнăçламалли ĕçсене йĕркипе тунă. Кайран вара теорине каласа панă. Кунта "Звезда" хуçалăхри Д. Перепелкина пысăк балл пухнă. М. Сидукова ("Батыревский" АХО) _ иккĕмĕш, М. Сагунева ("Родина") виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.
Выльăхран продукци илесси осеменатортан та нумай килет. Вĕсем хăйсен ĕçне тỹрĕ кăмăлпа тата пĕлсе пурнăçласан кăна сăвăм, пăру илесси ỹсет. Тỹресем шутлавпа отчет туса пырассине, ĕнесене йăхтармалли техникăна тата ыттине те мĕнле пĕлнине тĕрĕсленĕ. Кунта Г. Андреева ("Звезда") хăйĕн пултарулăхне туллин кăтартнă. "Исток" агрофирмăри И. Марковапа З. Бакашина ("Красное знамя") та малтисен йышĕнче.
Район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов пурне те ĕçре çитĕнỹсем тума, çĕнтерỹçĕсене республикăри ăмăртăва хастар хутшăнма ырă суннă.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)