31 мая 2014 г.
(Кивĕ Ахпỹртри сакăр çул тата Туçари вăтам шкулта пĕрле ăс пухнă тантăшсене тата пире ăс панă вĕрентекенсене халалласа)
Вăхăчĕ иртет-çке питĕ хăвăрт,
Çулĕсем шăваççĕ сисĕнми.
Акă, тĕл пулма та çитрĕ вăхăт,
Хăлхамра янрать шăнкрав сасси.
Хумханса шкул алăкне уçатăп,
Янăрать ача-пăча кулли.
Килти пек хама эпĕ туятăп,
Савăнатăп, кăмăлăм _ тулли.
Сирн çине пăхап та, тĕлĕнетĕп,
Эсир çаплах илемлĕ те чипер.
Питĕр çинче çук сирĕн пĕркеленчĕк,
Пире ăс панă вĕрентекенсем.
Тен, кỹрентернĕ те пуль, каçарăр:
Е ашкăнса, е итлемесĕр.
Тупăнатех, пĕчĕк пулсан та айăп,
Лайăххипе анчах аса илсемĕр.
Алевтина КУЗНЕЦОВА. Туçа ялĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)