28 мая 2014 г.
"Çĕр пин тĕрĕ çĕр-шывĕ", тенĕ Чăваш Ен çинчен. Чăваш чунĕ ĕлĕкех хитри патне туртăннă. Çавăнпа унăн кил-çуртне тĕрленĕ, йывăçран касса эрешленĕ, хăваран авнă япаласем тата тăм савăт-сапа илемпе хăтлăх кỹнĕ. Тĕрĕ ăсталăхĕ уйрăмах вăйлă аталаннă пулнă. Халăх ĕмĕчĕ-шухăшĕ, вăл илеме еплерех ăнланни шăпах çак ỹнерте палăрать.
Тĕрĕпе чăвашсем тум тире çеç мар, пỹрт ăш-чиккине те илемлетнĕ. Авалхи эрешсенче тĕнче тытăмĕ çинчен ăнлантарса пама тăрăшнă. Тĕпчевçĕсем 32 çĕвĕ таран шутласа тупнă. Пĕринчен тепри хитререх. Халĕ те ал ĕçĕпе интересленет халăх. Ăсталăх ăруран ăрăва куçса пырать. Çак илемлĕхе туйма çитĕнекен ăрăва ача садĕнченех хăнăхтараççĕ. Ку хутĕнче Анат Туçари шкул-садра "Чăваш эрешĕ" ятпа калаçу иртрĕ. Воспитатель каласа панине пĕр куç сиктермесĕр итлерĕç ачасем. Ун хыççăн чăваш эрешне ăсталарĕç.
Л. СОРОКИНА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)