Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савăнăçлă хыпаршăн чун хĕпĕртет

28 мая 2014 г.

Ăшă сăмах чĕрене ăшăтать, теççĕ. Тĕрĕсех каланă пирĕн несĕлĕмĕрсем. Анат Туçари Виталий Георгиевичпа Ирина Михайловна Плешковсем нумай пулмасть ывăлĕ службăра тăракан чаçрен тав çырăвĕ илчĕç. Танк батальонĕн командирĕ Л. Загидулин подполковник Тимофей тỹрĕ кăмăллă, дисциплинăллă салтак пулнине, çар хатĕрĕсемпе усă курма лайăх пĕлнине, обществăлла пурнăçа хастар хутшăннине палăртнă, кĕске вăхăтрах командирсем, юлташĕсем умĕнче хисеп çĕнсе илнине пĕлтернĕ. Çар пуçлăхĕ малашне те вăл ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пуласса шанать.

Ашшĕпе амăшĕшĕн, аслашшĕпе асламăшĕшĕн тата кĕçĕн йăмăкĕшĕн те çак ырă хыпар парне вырăннех пулчĕ. Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçне Тимофей иртнĕ çулхи кĕркуннеренпе пурнăçлать.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика