14 мая 2014 г.
Сăкăт. Аслă Çĕнтерỹ уявĕ умĕн пĕр кун маларах ирхине тăхăр сехет тĕлне ял варрине шкул ачисем, ял халăхĕ, хăнасем пуçтарăннă. Хисеплĕ вăрçă ветеранĕ Алексей Иванович Евграфов, салтак арăмĕсемпе салтак ачисем, тыл хастарĕсем хăйсен вырăнĕсене йышăннă хыççăн ял тăрăх пуçлăхĕ С. Толстов митинга уçнă, уява килнисене саламланă, Çĕнтерỹ кунĕн пĕлтерĕшĕ, хакĕ, сумĕ пирки каланă, пурне те сывлăх, килĕшỹ, ăнăçу суннă.
Уява ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ П. Никифоров, район администрацийĕн представителĕ С. Торговцев, Çар комиссариачĕн Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчи уйрăмĕн пуçлăхĕ П. Васюков, чиркỹ пачăшкийĕ Игорь атте, шкул директорĕ А. Падусев, Сăкăтра çуралса ỹснĕ, халĕ саппасра тăракан В. Гусаров полковник хутшăннă, пурте ял халăхне хисеп туса салам сăмахĕ каланă.
Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе вун пĕрмĕш класра вĕренекен хĕрсем литмонтаж хатĕрленĕ. ОБЖ учителĕ Н. Тинюков ертсе пыракан çамрăк армеецсен парадне те куракансем ырласа йышăннă.
Юлашкинчен вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă палăк умне чечек кăшăлĕсем хунă, хисеп туса пĕр самант шăп тăнă.
Туçа.
Майăн 8-мĕшĕнче Туçари палăк-монумент умне йышлă халăх пуçтарăннă. Вăл шутра _ шкул коллективĕсем, ĕç ушкăнĕсем, уйрăм çемьесем, ватăсемпе çамрăксем.
Туçа ял тăрăхне кĕрекен ялсенчен фронта 1112 ĕн тухса кайнă. Вĕсенчен çуррине яхăнах, 546 паттăр, вăрçă хирĕнчен таврăнайман. Киле таврăнайман салтаксен ячĕсене палăк умĕнчи плитасем çине çырса хунă. Вăл шутра хăш-пĕр çемьерен виçĕ е тăватă ывăл.
Кăçалхи Çĕнтерỹ уявне ял тăрăхĕнчен тăхăр вăрçă ветеранĕ çеç кĕтсе илнĕ. Салтак арăмĕсем, тыл хастарĕсем те çулсеренех сахалланса пыраççĕ. Ял тăрăх пуçлăхĕ Н. Перепелкин митинга пуçтарăннисене пысăк уяв ячĕпе саламланă, пурне те лăпкă пурнăç, сывлăх, килĕшỹ суннă. Район администрацийĕн ятарлă программăсен пай пуçлăхĕ Г. Каллин, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ П. Перепелкин, ял тăрăх депутачĕ В. Кузнецов, ял тăрăхĕнчи ветерансен Канашĕн председателĕ В. Салмин тата ыттисем те уяв ячĕпе ăшă та ырă сăмахсем каланă.
Палăк умĕнчи хĕлхем умне чечек кăшăлĕсем хурса пиртен уйрăлнă ветерансемшĕн пуç тайнă хыççăн ветерансемпе тыл хастарĕсем салтак пăттине тутаннă, йывăр вăхăтсене тепĕр хут аса илнĕ.
Ыхра Çырми.
Ял тăрăхне кĕрекен икĕ ялта та Çĕнтерỹ кунне халалланă уявсем чыслă та хисеплĕ иртнĕ. Митинга хутшăннисене ял тăрăх пуçлăхĕ А. Айбетов, район администрацийĕн представителĕ П. Логунова, Р. Феизов имам-хатиб, шкул директорĕ М. Сайдашев, "Жизнь" общество директорĕн çумĕ Р. Гайфин тата ыттисем те саламланă. Шкулти истори учителĕ А. Сабирзянова вăрçă синкерлĕхĕ пирки тĕплĕнрех каласа панă хыççăн шкул ачисем сăвăсем вуланă, юрăсем шăратнă. Юлашкинчен хисеплĕ ветерансене уяв ячĕпе асăнмалăх парне панă.
А. НИКОЛАЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)