Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни ача телейлĕ пултăр, савăнăçпа кăна йăл култăр

10 января 2013 г.

Çĕр çине килекен кашни пепке телей çеç курма çуралмалла пек туйăнать. Пурнăçра вара пурте эпир шутланă-шаннă пек пулса пымасть. Тĕрлĕ сăлтава пула çул çитмен ачасем кирлĕ пек условисенче пурăнса тивĕçлĕ воспитани илеймеççĕ, вĕренÿре юлса пыраççĕ, тĕрĕс çултан айккинелле пăрăнаççĕ. Паяна Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ăнăçсăр 32 çемьере çул çитмен 68 ача пурăнать. Унсăр пуçне районти шалти ĕçсен пайĕнчи ПДНри хура списокра 44 çемьерен тепĕр 92ĕн тăраççĕ.

Тăлăх ачасемпе ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнисем те йышлă. Тĕрлĕ ушкăнри ачасене пурне те кашни кунхи тимлĕх, хÿтлĕх кирлĕ. Районта çул çитменнисен кулленхи пурнăçне сăнаса тăракан органсенчен пĕри – республикăри ачасен правине хÿтĕлес тĕлĕшпе тимлекен уполномоченнăйăн районти представителĕ. Çак тивĕçе Патăрьелĕнчи “Çăл куç” реабилитаци центрĕн врачĕ Д. Гайнуллина пурнăçласа пырать. Вăл тăрăшнипе тата пуçарнипе районти тĕрлĕ организаци ер-тÿçисем час-часах йывăр условисенче пурăнакан ачасен çемйисенче пу-лаççĕ, проблемисене тĕпчесе татса пама пулăшаççĕ, шăпăрлансене парнесемпе, шкул хатĕ-рĕсемпе хавхалантараççĕ. Акă, Пĕтĕм Тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун Дильбер Зардыновна Д. Ахметова аслă нотариуспа пĕрле Ыхра Çырминчи йывăр шăпаллă çемьене çитсе шăпăрлансене савăнăç кÿ-нĕччĕ. Çĕнĕ çул умĕн вара вĕсемех “Хĕл Мучипе Юр пике” пулса Туçари тепĕр йывăр çемьери пĕчĕк ачасене кучченеçсем валеçрĕç. Икĕ тата тăватă çулсенчи шĕвĕрк-кесем килĕнче икĕ тăванĕпе пурăнаççĕ. Амăшĕ Мускава укçа ĕçлесе илме кайнă-мĕн. Вăл хăçан килесси паллă мар. Ачасем пурăнакан çурта вутăпа çеç хутса ăшă-таççĕ – сулхăн... Пĕчĕк арçын ачапа хĕрача ют çынсенчен шикленеççĕ те.

Çыннăн кăмăлне хăварма та, тупма та пулать. Ачасем пурте хăйсене телейлĕ туйччăр тесен пирĕн, аслисен, вĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Çакна тума йывăрах та мар. Кашни ялтах ытлă-çитлĕ, пуян, хăтлă пурăнакансем пур. Çакнашкаллисем йывăр çемьери ачасене алă тăсса панишĕн сăвап çеç пулĕ. Ун пеккисем вара районта тупăнаççех. Ыр кăмăллăхпа алă тăсса парас текенсем маларах 61-3-21 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа пĕлтерме пултараççĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика