05 апреля 2014 г.
Ирпе-и, кăнтăрла-и, е каçхине кирек кама тĕл пулсан та сывлăх сунни паха. Урăхла çынна мĕнле ырă тăвайăн-ха. Çакна вара ачаранах хăнăхса ỹсмелле. Вăл çыннăн сăпайлăхĕпе те çыхăннă. Анчах тепĕр чухне çамрăкраххисем асра тытасшăнах мар ăна. Е вăййа кĕрсе кайса манăçаççĕ. Çитĕнекен ăрура сăпайлăх никĕсе хурăнса юлтăр тесе сахал мар тăрăшаççĕ Кивĕ Ахпỹртри тĕп шкулта. Ачаранах юлташĕсемпе, аслисемпе мĕнле тытмаллине вĕрентеççĕ. Ку енĕпе ятарлă мероприятисем ирттереççĕ.
Хальхинче сăпайлăх правилисене уроксем хыççăн иккĕмĕш классем пăхса тухрĕç. Ăна маларахах хатĕрленме пуçăнчĕç. Ял библиотекарĕн заведующийĕ А. Капитонова ертсе пынипе В. Осееван "Волшебное слово" калавне вуларĕç, ваттисен сăмахĕсемпе паллашрĕç, аслисенчен анкета хуравĕсем илчĕç.
Класс сехетĕнче вара ачасем тавтапуç сăмах пĕлтерĕшне пĕлчĕç. "Чи сăпайли" конкурса хутшăнчĕç. М. Ярусова класс ертỹçи "Сăпайлă пытану", "Сăмаха вĕçле" вăйăсем ирттерчĕ. Çавăн пекех вĕренекенсем Д. Каргина хатĕрленĕ "Асамлă сăмах" презентаци пăхрĕç. Çакăнтан ачасем аслă ăрурисем чылай сăпайлă пулнине пĕтĕмлетỹ турĕç, хăйсем те вĕсем пекех çитĕнме пулчĕç.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)