Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КЛАСĕПЕХ КАЙРĂМĂР

29 марта 2014 г.

Кăçал Казахстан, Алтай, Çĕпĕр тата ытти тăрăхсенче çерем тата усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртме пикенни 60 çул çитет. Историне çырăнса юлнă çак тапхăр пирĕн куç умĕнче пулса иртрĕ çеç мар, эпир ку юхăма хамăр та кăмăлтанах хутшăннăскерсем темелле. 1954 çулта партипе правительство кăларнă йышăнупа килĕшỹллĕн пиншер çамрăк вăрçă хыççăн юхăннă ял хуçалăхне ура çине тăратма, тырă-пулă туса илме аякри çĕрсене ушкăнăн-ушкăнăн тухса каятчĕç. Ун чухне эпир шăпах комсомол ретне тăма хатĕрленекен хĕрсемпе каччăсем пулнă. Мĕншĕн кăштах аслăрах мар-ши тесе пăшăрханаттăмăр. Çак вăхăта кĕтсе илтĕмĕрех. 1958 çулта Туçари вăтам шкултан вĕренсе тухрăмăр. Ун чухне те çерем çĕрсене ĕçлеме кайма пăрахман-ха. Эпир те, хамăр класри ачасем, пурте пĕр саслă пулса Патăрьел райкомĕн комсомол бюровне çĕнĕ çĕрсем уçнă çĕре кайма путевка ыйтса çыртăмăр. Пирĕн ыйтăва тивĕçтерчĕç. Экзаменсем тытса пĕтерсенех савăнăçлă лару-тăрура, юрă-ташăсемпе инçе çула ăсатрĕç. Хамăра ун чухне телейлĕ те пысăк çынсем пек туяттăмăрччĕ. Ун пек ушкăнпа ку таранччен ниçта та тухса курман-çке.

Тин çеç шкул сакки çинчен аннине пăхмасăрах пире Алтай крайĕнчи Красношеково районĕнчи совхоз ертỹçисем питĕ кăмăллăн кĕтсе илчĕç. Маларах клуб пулнă çурта тирпейлесе пурте пĕрле вырнаçрăмăр. Çумрах столовăйĕ те, кантурĕ те пур.

Малтанхи вăхăтра пире стройкăна явăçтарчĕç. Гараж, мастерской, склад купалама пулăшрăмăр. Тыр-пул пухса кĕртме вăхăт çитсен, йĕтемсем çинче тăрăшрăмăр. Хĕлле вара _ выльăх-чĕрлĕх фермисенче. Урăхла каласан, пĕр вăхăт та пушă ларман.

Çапах пурин те малалла вĕренме каяс шухăш пысăкчĕ. Таврăннă хыççăн вара пурте тенĕ пекех аслă шкулсемпе техникумсене вĕренме кĕтĕмĕр. Пирĕн класс ун чухнех питĕ туслă, ĕçчен, мал ĕмĕтлĕччĕ. Пĕр-пĕрне йывăрлăхра пулăшасси, хуйха-суйха пĕрле пайласси çирĕпленнĕ йĕрке пулнă. Çак ырă туйăм паян кун та сисĕнет. Çулсем иртеççĕ пулин те шкул коллективĕ йĕркелекен кашни тĕл пулăвах хутшăнма тăрăшатпăр эпир, целинниксем. Ун чухне иртсе кайнă савăнăçлă кунсене ăшăпа аса илетпĕр.

К. АРЛАНОВА. Кивĕ Ахпỹрт ялĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика