15 марта 2014 г.
Кивĕ Ахпỹртри культура çуртĕнче
Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалласа "Парнелĕр хĕрарăмсене чечек" концерт пулчĕ. Ăна Туçа ял тăрăхĕн депутачĕ А. Логунов уçрĕ. Вăл Çуркуннехи уяв ячĕпе саламланă май пурне те ырлăх-сывлăх, телей сунчĕ. Концерт вара кашнине савăк кăмăл парнелерĕ.
Л. Сеприханова, И. Козлова, М. Амерханов, А. Капитонова, А. Арланова пĕчченшерĕн тата ушкăнпа шăрантарнă юрăсем пурне те ки-лĕшрĕç. Шкулта вĕренекен К. Иванова, Д. Павлов та сцена çинче пĕрремĕш хут мар. Вĕсем район шайĕнчи конкурссене хутшăнса çĕнтерỹçĕсен шутне те кĕнĕ. С. Павловапа М. Быкова кану каçĕсенче ирттерекен мероприятисене тăтăш хутшăнаççĕ. Вĕсен уçă сассисем те пулчĕç уявра.
Э. Наумова, Н. Павлова, М. Мальцева çĕнĕрен-çĕнĕ ташăсемпе савăнтарчĕç.
х х х
Шăнкăртамри культурăпа кану тата библиотека тивĕçтерĕвĕн центрне уяв умĕн ял тăрăхĕнчи хĕрарăм ертỹçĕсене чĕнчĕç. "Çавра сĕтел" хушшинчи калаçура йывăр лава туртса пыракансене ял тăрăх пуçлăхĕн çумĕ Р. Ялалетдинов тата "Булат" пĕрлешỹ директорĕ Р. Абдулвалеев саламларĕç. Культура çурчĕн ĕçченĕсем концерт хатĕрленĕ. Юрă хыççăн юрă итленĕ май ĕçри çитĕнỹсем, кăлтăксем çинчен уççăн калаçу пычĕ.
х х х
Турханти культура çуртĕнче "Супер асанне-2014" шоу-конкурс иртрĕ. Ял тăрăхĕнчен улттăн çак ята тивĕç пулассишĕн тупăшрĕç. Конкурсантсене тăванĕсем, кỹрши-арши пулăшу пама тăрăшрĕ. Кашни асанне хăйĕнпе тĕплĕн паллаштарчĕ, ыйту-хурав конкурсра ăспа палăрчĕ. Юрлама, такмаксем калама, ташлама, сăвă вулама та харсăр-мĕн вĕсем. Мĕн кăна пĕçерсе хатĕрлеме пултармаççĕ хăйсем: салачĕ, кукăлĕ, хуплăвĕ...
Каннă вăхăтра Турханти вăтам шкулта вĕренекенсем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç.
Малалла асаннесем пĕринчен тепри йăрăрах та чĕрĕрех пулма тăрăшрĕç. "Супер асанне" ята Хурама Тварти О. Кудряшова тивĕçрĕ. Чи çамрăккисенчен пĕри вăл. Турханти Е. Пчеловодникова "Чи сăпайлă", Тури Тăрмăшĕнчи З. Лябукова "Чи çепĕç", Турханти М. Кудряшова "Чи ăслă", Тури Тăрмăшĕнчи Л. Кудрявцева "Чи илĕртỹллĕ", С. Сидорова "Чи тарават" номинацисене тивĕçрĕç.
Мероприяти асаннесен пултарулăхне кăтартнипе пĕрлех малашлăхра пурăнмалăх вăй-хал кỹчĕ, кăмăл-туйăмĕсене çĕклерĕ.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)