07 марта 2014 г.
Атте-анне чĕлхине савма, ăна юратма, ăшшăн калаçма вĕрентет вăл. Яланах йăлтăр кулăллăскер çумĕнчен вĕренекенсем хăпма та пĕлмеççĕ. Тăван чĕлхепе литературăна юратакансем пушшех те. Сăмахăм 1972 çулта Кивĕ Ахпỹрт ялĕнче кун çути курнă М. Табакова пирки. Ашшĕпе амăшĕ _ Илюк тетепе Ксени аппа Каргинсем _ ялта ятлă çынсем. Ачисене те ырă тĕслĕхлĕ пулма вĕрентнĕ. Вăл вăхăтра хуçалăх ĕçченĕсенчен чылайăшĕ пай çинче тăрăшнă. Урам тăрăх чупма вăхăт пулман. Çапах та ялти шкулта ăс пухакан Марина кĕнеке вулама юратнă. Сакăр класс вĕреннĕ хыççăн Туçана çул тытнă. Пултаруллăскере, лайăх вĕренекене, учительсем часах асăрханă. Ăна класри, шкулти стена хаçат редколлеги членне суйланă. Хĕр ача заметкăсем, калавсем, сăвăсем шăрçаланă. Районта, республикăра тухса тăракан хаçатсемпе çыхăну тытма та манман. Уйрăмах чăваш чĕлхипе литература, вырăс чĕлхи предмечĕсене килĕштернĕ, драма кружокне çỹренĕ. Шанса панă рольсене пултаруллă кăларнă, Нарспие ăста калăпланă. Хăй вара мĕн пĕчĕкрен вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ.
Шупашкарти Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне куçăмсăр майпа вĕренме кĕнĕ. Çав вăхăтрах ача садне вырнаçнă. Каярах шкула аслă вожатăй пулса ĕçлеме куçнă. Университет пĕтерсен чăваш чĕлхипе литература предмечĕсене вĕрентме тытăннă. Паянхи кун та çак ĕçрех. Вĕрентекенне кура ачисене те маттур тесе калас килет. Вĕсем çине-çинех районта, республикăра, Раççей шайĕнче иртекен тĕрлĕ конкурса хутшăнаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ. Марина Ильинична хăй те ку енĕпе хастарлăх кăтартать. Çакна портфолиори Хисеп тата Тав хучĕсем те çирĕплетеççĕ.
Ялта пурăнакан çын хăйĕн юратнă ĕçĕпе çеç пурăнмасть. Табаковсен картиш тулли выльăх-чĕрлĕх. Унсăр пуçне çевок, кишĕр, çĕр улми çитĕнтереççĕ. Ачисем те ерçỹллĕ. Акă, Аня Туçари вăтам шкула "5" паллăсемпе çеç вĕçлерĕ, ылтăн медале тивĕçрĕ. Вĕреннĕ вăхăтра класра, шкулта, районта, республикăра иртекен конкурссене, викторинăсене, ăмăртусене чылай хутшăнчĕ. Юратнă предмечĕсем унăн _ чăваш, вырăс тата акăлчан чĕлхипе литератури, çывăх тусĕ _ кĕнеке. Районти "Авангард", республикăри "Тантăш" хаçатсемпе çыхăну тытать. Халĕ хĕр _ Раççей Президенчĕ çумĕнчи хуçалăх академийĕн тата патшалăх службин Шупашкарти филиалĕн 1 курс студенчĕ.
Алеша вара 9 класра пĕлỹ пухать, пĕчĕкренех ỹкерме, кĕнеке вулама кăмăллать. Спортпа туслă. Ỹкерчĕкĕсемпе заметкисем "Тетте" журналта, "Тантăш" хаçатра час-часах кун çути кураççĕ.
Марина Ильиничнăна çак çул çине А. Хитров, В. Карягина, М. Табакова, В. Яковлева вĕрентекенсем тăма пулăшнă. Вăл районти чăваш чĕлхипе литературине тата культурăна вĕрентекенсен ĕç ăсталăхĕпе те паллашсах тăрать. Аслă Арапуçĕнчи Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ вăтам шкулта II методика фестивальне хутшăнчĕ. Унта 14 вĕрентекен урок пачĕç, 15-шĕ вара класс тулашĕнчи ĕçсен сценарийĕпе паллаштарчĕç. Мария Ильинична "Вĕрентỹ ĕçĕнче çĕнĕлле технологисемпе усă курасси" номинацире призлă вырăн йышăнчĕ.
Сăмах май çакна та палăртмалла: иртнĕ çул çак фестивальре унăн вĕрентекенĕ В. Яковлева çĕнтернĕччĕ.
А. КУЗНЕЦОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)