07 марта 2014 г.
ПИРĔН çĕр-шывра çын ĕмĕрĕ вăрăм мар. Çавăнпа пирĕнпе юнашарах кевер (бриллиант) туя пĕрле кĕтсе илекен телейлĕ мăшăрсем пурри кашнинех савăнтарать. Акă, Анат Туçари Валерий Васильевичпа Лидия Павловна Пласкинсене ашшĕпе амăшĕ килĕштерсе пурăнма пил пани çак кунсенче шăп та лăп утмăл çул çитнĕ. Унтанпа вĕсем утмăлмĕш çуркуннене кĕтсе илеççĕ пулин те, чунĕсемпе ватăлман-ха: ĕçлеççĕ, çынпа пĕрле савăнаççĕ... Тирпейлĕ карчăкпа шăрчăка вара пилĕк ачипе тăхăр мăнукĕ вăй парса, хавхалантарса, çунат хушса пыраççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)