Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕтленме пĕлекенсен çăлтăрĕ те çутă

26 февраля 2014 г.

 Кашни çыннăн хăйĕн пурнăçĕнче ырă кăмăл-туйăмпа аса илмелли пулăм пур. Районти социаллă тивĕçтерỹ центр ертỹçи А. Воробьевашăн иртсе кайнă çулталăк уйрăмах асра юлнисен шутĕнче çырăнса юлчĕ темелле. Хĕрарăм-ертỹçĕ районти "Авангард" хаçат йĕркеленĕ конкурсра палăрса "Çулталăк çынни" хисеплĕ ята çĕнсе илчĕ. Паян редакци тĕпелĕнче _ "2013 çул çынни" _ Анисия Алексеевна Воробьева.

_ Анисия Алексеевна, Эсир районта çамрăк ертỹçĕ-ача амăшĕсенчен пĕри. Çак яваплă должноçра ĕçлеме пикенни те çулталăк çеç иртрĕ-ха. Апла пулин те хаçат вулакансем, район халăхĕ сирĕн ĕçри ăнтăлăвăра, пултарулăхăра хак пама та ĕлкĕрчĕç. Çак чыса, хисепе эсир мĕнлерех йышăнтăр?

_ Чăн малтанах мана çакăн пек пысăк та хисеплĕ ята çĕнсе илме пулăшнăшăн район халăхне чун-чĕререн тав тăватăп. Шанăçа тỹрре кăларма вăй-хăват, сывлăх çеç пултăр. Çакна та палăртса хăварасшăн: манпа пĕрле списокра пулнă кандидатсем пурте çак ята тивĕçлĕ çынсем. Ĕçĕнче те палăрнă, халăх хушшинче те хисеплĕ... Кирек мĕнле çĕнтерỹ те кĕтменлĕхпе çыхăннă. Вăл, паллах, шухăшлаттарать, çĕнĕ ĕмĕт-тĕллев çуратать, хавхалантарать...

_ Вулакан сирĕн çинчен тĕплĕнрен те пĕлес тейĕ: кам хĕрĕ, ăçтан, пурнăçăр еплерех аталанса пынă тата ытти те.

_ Çĕр ĕçченĕн ачисемех эпир. Хресчен çемйинче çуралса ултсăмăр та тивĕçлĕ воспитани илнĕ. Атте Кивĕ Ахпỹртре паллă комбайнер пулнă. Шел, эпĕ ăна тĕлĕкри евĕр те ас тумастăп _ иккĕрех аннен чĕрçи çинче юлнă. Çавăнпа та пурнăç тени хурапа шурă черетленсе пынине çамрăклах туйма тиврĕ. Тавах аннемĕре (йывăр тăпри çăмăл пултăр), пире пĕр-пĕчченех ĕçе хăнăхтарчĕ, тăванлăх туйăмне упрама, ырăпа усала уйăрма, кирлĕ чухне çынна алă тăсса пама вĕрентрĕ. Çынра çак ырă енсем пулсан, ман шутпа вăл нихăçан та хур курмасть. _ Çулăрпа çамрăк пулин те ку таранччен Эсир Туçари культура çуртĕнче те, модельлĕ библиотекăра ĕçленине те пĕлетĕп. Ял тăрăх пуçлăхĕн çумĕнче тăрăшнине те а

с тăватăп. Халĕ, акă, районти халăхăн социаллă ыйтăвĕсемпе тимлетĕр.

_ Ĕмĕтпе пурăнаканăн çăлтăрĕ ыттисенчен çутăрах, тенĕ ватăсем. Кирек хăш ĕçе те кăмăлтан, юратса, тĕплĕн тума ăнтăлни ку таранччен манăн утас çула уçса пычĕ. Пурнăçра кирек мĕнле ĕçе те айккинчен сăнаса тăма юратмастăп _ хам хутшăнма тăрăшатăп. Вăл вара манри чи лайăх енсене туптама пулăшрĕ темелле.

_ Çын кăмăлĕ калаçуран курăнать. Тулашри илемпе çеç мар, эсир хăвăрăн ырă кăмăлăрпа, ăшăлăхпа, çепĕç чĕлхĕрпе хăвăр пата туртатăр.

_ Темиçе хутчен воспитани ыйтăвĕ пирки калаçма та аван мар, паллах. Ку вăл юратнă аннемĕрĕн "çимĕçĕ". Чĕлхе темĕнле пысăк çынна та хур тума пултарать. Çавăнпа та хамăн пурнăçра эпĕ никама та кỹрентерме, усал сăмах калама тăрăшмастăп.

_ Анисия Алексеевна, кирек мĕнле тĕп ĕç те общество пурнăçне хастар хутшăнсан çеç туллин курăнать пек. Кун пирки эсир мĕнле шутлатăр?

_ Тĕрĕсех. Шкулта, суту-илỹ, культура училищисенче, университетра вĕ-реннĕ чухне те эпĕ тăтăшах общество ĕçĕсене явăçнă. Библиотекарьте ĕçленĕ вăхăтра ялта тĕрлĕрен ал ĕç кружокĕсем йĕркеленĕ. Нумай çул хĕрарăмсен канашĕн председателĕ пулнă май, кашни уява ял халăхĕпе пĕрле ирттерме тăрăшнă, спорт е ытти культура мероприятийĕсем йĕркеленĕ.

Сăмах май каласан, тăваттăмĕш çул эпĕ "Единая Россия" партин политканаш членĕ шутланатăп, май пур таран районта иртекен кашни мероприятиех хутшăнма тăрăшатăп: хам та, коллектив та. Хальхи вăхăтра пирĕн центр пăхăнса тăракан министерство республикăри социаллă учрежденисен ертỹçисем хушшинче тăтăшах спартакиада йĕркелет. Унта та ку таранччен Патăрьелсен чысне яманччĕ-ха...

_ "Çулталăк çынни" пушă вăхăта еплерех йĕркелет-ши?

_ Ял çыннин вăл чылайăшĕн пĕрешкел-тĕр: çулла пахча ĕçĕ, выльăх-чĕрлĕх, тирпей-илем... Мĕн пур ĕçрен ирĕклĕ вăхăт тупăнсан вара историпе çыхăннă кĕнекесене "шĕкĕл-чеме" кăмăллатăп.

_ Çамрăк чухне истори учителĕ пулма ĕмĕт-леннĕ пулĕ-ха апла?

_ Пачах çук. Сцена ăсти, артист пулма хирĕç марччĕ вара. Шăпа тени урăх çула суйласа илчĕ. Икĕ хĕрĕм те хам пекех юрлама кăмăллаççĕ: чăвашла та, вырăсла та, ют чĕлхепе те. Ленăпа Шура иккĕшĕ те аслă шкулта вĕренеççĕ: пĕри _ медицина, тепри ют чĕлхе факультетĕнче.

_ Юратнă тĕс, кăмăлланă çимĕç мĕнли-ши?

_ Шурă çине пĕр пăнчă хура лексен те курăнать. Çавăнпа ăна кăмăллатăп. Ялан тирпейлĕ пуласчĕ. Хам алăпа шăрттан хатĕрлеме кăмăллатăп. Паллах, çиме те

. _ Тавах сире уçă калаçушăн, малашнехи ĕçре сире ăнăçу çеç сунатăп.

Альбина ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика