21 февраля 2014 г.
НАРĂС уйăхĕ вылянчăк хĕр кăмăлĕ евĕр улшăнса тăрать: е сивĕтсе пăрахать, е çавăнтах ăшăтса ярать. Çумăрĕ те çуркунне евĕрех шăпăртать. Çапах та хăш-пĕр хастарсем хĕл илемне нумайрах упрас тĕллевпе темĕн те тума хатĕр иккен. Акă, Вăтаелĕнче пурăнакан Яковлевсем хăйсен çурчĕ умне юртан мĕнле кăна кỹлепе туса ăсталаман-ши! Хĕл мучи çеç мар, юмахри пĕр сăнар та юлман тейĕн! Сюжетсен авторĕ _ кил хуçи хĕрарăмĕ, Туçари вăтам шкулта нумай çул чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Валентина Петровна. Ăна пулăшакан ỹнерçи вара унăн мăшăрĕ. Кĕлеткесене чĕрĕ сăн кĕртес тĕллевпе тĕрлĕрен сăрăсемпех илемлетнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)