12 февраля 2014 г.
Алла ручка тытса хамăн шухăшсене шурă хут çине йĕрличчен чылай шухăшласа çỹрерĕм: тĕрĕс тăватăп-ши эпĕ е çук-ши? Çапах та ял халăхĕ ыйтнипе чун пăшăрханăвне тулалла кăларсан та юрать пулĕ терĕм. Тен, мана та илтекенсем пулĕç.
Эпĕ вăхăтĕнче 27 çул Тури Туçара ферма заведующинче ĕçлерĕм. Ун чухне пирĕн коллектив районта çеç мар, республикăра та малтисен шутĕнчеччĕ. Уйрăм дояркăсен кăтартăвĕсем пушшех савăнтаратчĕç. Пĕринчен тепри матуртарахчĕ, тупăшса ĕçлетчĕç ун чухне хĕрсем. Чылай ĕçе алă вăйĕпе пурнăçланине пăхмасăрах çирĕм пилĕкшер ĕнене алăпа сăватчĕç...
Вăхăчĕ çĕмрен пек хăвăрт иртсе кайрĕ. Ура тапса ĕçленĕ тапхăрĕсем кая юлчĕç. Çапах, вăй-хăват пуррине курах-ши, иртнĕ çул ял халăхĕ мана староста пулма шанчĕ. Çынсемшĕн тăрăшмалли обществăлла тиеве хам çине илме килĕшрĕм. Халăх ыйтнипе тỹрех çуркуннепе кĕркунне масар çине тасатса тăрассине йĕркене кĕртес терĕм. Сăваплă вырăна кирлĕ пек пăхса тăрасси пирĕн, чĕррисен, чи пирвайхи тивĕçĕ-çке. Ял халăхĕ те хавхаланса ĕçлерĕ субботникра. Тепĕр пысăк мероприяти ваттисен кунĕ пулчĕ. Çĕр çын ытла та хутшăнчĕç-тĕр унта. Çакнашкал хаваслă уявсене, пысăк тĕл пулусене ытти ялсем культура çурчĕсенче пуçтарăнса йĕркелеççĕ. Пирĕн ялта вара çирĕм пилĕк çула яхăн пуçтарăнса канма, калаçма, концертсенче савăнма вырăн çук. Юрать-ха, шкулсем "киле" кĕрткелеççĕ. Ялне вара пирĕнне пысăкăшпе Ульяновкăпа та, Люляпа та танлаштараймастăн. Вĕсенче паянхи кун культура çурчĕсем кĕрлесе çеç тăраççĕ пулĕ. Туçара вара хальхи вăхăтра та сывă пурнăç йĕркине пропагандăламалли, спорт, культура мероприятийĕсем йĕркелемелли, канмалли кĕтес çук. Ял çамрăкĕсем ирĕксĕрех сĕм çĕрлечченех ĕçлекен хупах еннелле утаççĕ. Унта вара _ "ирĕклĕ программа". Эрехĕ те, сăри те çителĕклех. Хальхи ăрури хĕрсемпе каччăсем хăйсен чечек пек илемлĕ çамрăклăхне самай вăхăт иртнĕ хыççăн мĕнпе аса илме пултараççĕ-ши? Çĕнĕ çулта ỹсĕрĕличчен ĕçнĕ, тепĕр уявра хирĕçсе çапăçса пĕтнĕ, виççĕмĕшĕнче преступлени туса хунă... Çапла мар-и-ха? Малашне те çамрăксем, эпир шанакан ăру çĕрпе пĕлĕт хушшинче ирĕклĕн, хăйсем тĕллĕн, пĕр интерессĕр çеç пурăнсан, пушă вăхăтне тĕлли-паллисĕр ирттерсен, пуласлăха камсене шанса памалла пулать-ха? Пирĕн тăрăхри паянхи ертỹçĕсем те, хисеплĕ çынсем те ватăлаççĕ. Ĕмĕр хастар пулмаççĕ-çке. Çамрăксен культура шайĕ çулсеренех чакса пыни пысăк хăрушлăх патне илсе пырать. Вĕсене кирлĕ пек воспитани пама, профилактика мероприятийĕсем, ырă та савăнăçлă каçсем, тĕл пулусем ирттерме Туçара культура çуртне тумаллах. Çак ыйтăва тĕрлĕ шайри депутатсем те, ертỹçĕсем те кун йĕркинчен кăлармалла мар. Раççей Президенчĕ ят панă Культура çулталăкĕ пирĕн ялшăн асра юлĕ тесе шутлатпăр, 2014 çулта спорт залĕнчен тума пикеннĕ çуртра пĕрремĕш культура мероприяти ирттерессе чăтăмсăррăн кĕтетпĕр.
А. САЛМИНА, ял старости
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)