15 февраля 2014 г.
Çанталăк хĕл ыйхинчен вăранма пуçланине кун вăрăмланма тытăнни систере пуçларĕ. Хĕвел çỹлелле кармашнă май Анат Туçари "Звезда" ял хуçалăх производство кооперативĕнче çанă тавăрсах яваплă тапхăра хатĕрленеççĕ.
Культиваторсемпе сеялкăсене тата ытти кăкарса çỹремелли агрегатсене юсаса пĕтернĕ. Халĕ тракторсемпе прицепсене сиплеме пуçăннă. Çунтармалли-сĕр-мелли материал турттарма пуçланă.
Паяна вăл 40 тонна пур ĕнтĕ. Çавăн пекех минераллă удобренисем те 20 тонна илсе килнĕ. Ку ĕç малалла пырать.
_ Пăхман çĕр тупăш памасть. Эпир çулленех минераллă удобренисемпе, çум курăкран гербицидсемпе усă куратпăр. Пĕлтĕр çанталăк шăрăх тăнипе ỹсентăран отраслĕ тăкаклă пулчĕ, анчах ку акмалла е лартмалла маррине пĕлтермест. Мĕн тăвăн: çулпа çул пĕр килмеççĕ. Выльăх-чĕрлĕх тытни çулталăка тупăшлă вĕçлеме пулăшрĕ, _ тет хуçалăха чылай çул ертсе пыракан В. Кузнецов.
Ĕç шавĕ техника паркĕнче çеç мар, кĕлетре те тăрать. Тыр-пула кондицие лартассишĕн унчченех тимлеме пуçланă. Анчах çанталăк сивĕ тăнăран вăхăтлăха чарăнма тивнĕ. Пĕрчĕллĕ культурăсене алласа тасатнă çĕрте Н. Длинина, Л. Егорова, А. Кузнецова, А. Плешкова, Г. Ласточкина тăрăшаççĕ. Н. Перепелкин агрегата çĕмрĕлесрен пăхсах тăрать.
Çуркунне никĕсе хывма 130 тонна урпа, 60 тонна тулă тата сĕлĕ пур. Вăрлăха çĕнетес тĕллевпе тата "Малалла" ял хуçалăх эртелĕнчен туянма палăртнă. Укçине куçарнă та ĕнтĕ.
Анат Туçара паян тесен паян акана тухма хатĕр. Апла пулин те хуçалăх ертỹçине пăшăрхантаракан ыйтусем те çителĕклĕ. Кооперативра, ытти чылай ял хуçалăх предприятийĕнчи пекех, кадрсем сахал. Çакă уйрăмах яваплă тапхăрта сисĕнет. Ку проблемăна татса парас тĕллевпе ют ялсенчи механизаторсене явăçтараççĕ.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)