Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулталăк çынни паллă

08 февраля 2014 г.

 "Авангард" хаçат редакцийĕ район Пичечĕн кунĕ умĕн ырă йăлана кĕнĕ "Çулталăк çынни" конкурса пĕтĕмлетрĕ. Тупăшăва хутшăннă вунă хастар та хăйсен ĕçĕнче пултаруллă, пуçаруллă, халăхшăн тăрăшаканскерсем. Çакна та палăртма кăмăллă: хаçат вулаканĕсем те, ĕç коллективĕсем те хăйсен шухăшĕсене электрон сасăлавне хутшăнса тата çыру çырса питĕ нума-йăн пĕлтерчĕç.

Уйрăмах Аслă Чемен ял тăрăх пуçлăхĕ Г. Медведев, Çĕнĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул директорĕ А. Бахматова, Патăрьел райповĕн Турханти филиалĕн директорĕ А. Иванов, Хирти Пикшикри культура çуртĕнчи халăх театрĕн режиссерĕ Д. Салахова, ра-йонти искусство шкулĕн преподавателĕ М. Шакиров, Па-тăрьелĕнчи "Батыревский" хупă общество директорĕ П. Ялуков кандидатурине ырлакансем йышлă пул-чĕç. "2013 çул çынни" хисеплĕ ята вара ра-йонти социаллă хỹтлĕх центрĕн директорĕ Анисия Алексеевна Воробьева тивĕçрĕ. Эпир ăна çак ятпа ăшшăн саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, телей сунатпăр.

(Хамăр корр).

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика