21 декабря 2013 г.
Туçари вăтам шкула 1840 çулхи декабрьте уçнă. 1870 çул тĕлне районта Сăкăтра, Тăрăнта, Турханта вĕренỹ çурчĕсем ĕçле ме пуçăннă. Туçара ку вăхăта 60 ача вĕреннĕ.
Вăтам шкулăн пĕрремĕш выпускĕ 1938 çулта пулнă. 18 ача алла аттестат илнĕ.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçиччен кунтан 120 ача вĕренсе тухнă. 37-шĕ фронтра пуçĕсене хунă. Раштав уйăхĕнче Туçари вăтам шкулта çулленех вĕренỹ çурчĕн çуралнă кунне паллă тăваççĕ. Кашнийĕнчех унта чыслă та сумлă çынсене, çакăнта пĕлỹ пухса алла аттестат илнĕ выпускниксене йыхравлаççĕ. Иртнĕ çул, акă, педагог-ветерансем унчченхине аса илсе классенче пĕрер урок ирттерчĕç. Хăй тытăмлăх сехечĕ те пулчĕ. Чи тăрăшуллă вĕренекенсем учительсене улăштарчĕç.
Кăçал та уяв хăйне май интереслĕ те илĕртỹллĕ иртрĕ. Малтанах шкул директорĕ П. Шашкин вĕренỹре малта пыракансене, шкул пурнăçне хастар хутшăнакансене, олимпиадăсемпе конкурссен призерĕсене, спортра палăрнисене хисеп грамотисемпе дипломсем парса хавхалантарчĕ. Унтан уява килнĕ хăнасемпе паллаштарчĕ. Вĕсенчен пĕри _ Тутар Тимешĕнче çуралса ỹснĕ Г. Гисметдинов. Асăннă шкултан Газиз Минсагирович 1986 çулта вĕренсе тухнă.
Пуш алăпа килмен иккен вăл. Хăпартланма юратманран унăн шухăшне П. Шашкин палăртрĕ. Çемье ячĕпе тăрăшуллă виçĕ ачана стипенди парса тăма пулаççĕ вĕсем. Çакна чун-чĕрисем хушнипе, кăмăлĕсем туртнипе пурнăçлаççĕ. Тепĕр пысăк сăлтавĕ те пур. Гисметдиновсен ашшĕ _ Минсагир Гисметдинович _ çур ĕмĕр ытла ачасене вĕрентсе воспитани парас ĕçе туса пычĕ. Чылай çул вăл Тутар Тимешĕнчи шкулта директорта вăй хучĕ. Иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче çуралнăскер хăй те йывăрлăхне самай курнă. Çавах пĕлỹ илессине мала хунă. Çитĕнекен ăрăва вĕренни малашлăх çулĕсене уçнине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе воспитани пама тăрăшнă. Хăй вилчĕ пулсан та унăн ĕçĕ манăçмасть. Минсагир Гисметдинович ăсне ăша хывнă çĕршер педагог паян классен алăкне уçса уроксене кĕрет. Ачисем те, саккăрăн, пурте аслă пĕлỹллĕ. Çак шкулти 11 класри Энже Ямалетдинова акă Минсагир Гисметдиновичăн пурнăç çулне йĕрлесе тĕпчев ĕçĕ çырнă. Унпа районта ирттернĕ наукăпа практика конференцине хутшăннă. Педагог ветеран пултарулăхне ачасем истори урокĕсенче те тишкереççĕ. Вăл тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Çĕнтерĕве Чехословакинче кĕтсе илнĕ. Раççей Федерацийĕн çутĕç отличникĕн, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕн ытти наградисем те нумай пулнă.
Ятлă стипендие илме вара 11 класри Алексей Козлов, Дарья Шашкина, Энже Ямалетдинова тивĕç пулчĕç. 10 класри Диля Салеевапа тăххăрмĕшĕнчи Евгений Плешков хавхалантару призĕсене тивĕçрĕç. Пурте вĕсем вĕренỹре тăрăшулăх кăтартаççĕ, шкул пурнăçне хастар хутшăнаççĕ. Çакна çитĕнекен ăрăвăн портфолиовĕсене презентацилени те хак пама пулăшрĕ. Асăннă стипендин положенийĕ те, комиссийĕ те пур.
Кĕтменлĕх тата та пулчĕ уявра. Шупашкарти кооператив институтĕнче ĕçлекен Н. Шашкин, каллех çак шкул выпускникĕ, 23-мĕш кабинета, тренажер залне юсаса тĕс кĕртме пулăшнă. Унсăр пуçне ачасене мечĕксем тата спорт тумĕсем парса хавхалантарчĕ. Иртнĕ çул Николай Геннадьевич педагогсен коллективне аслă шкула тĕл пулăва илсе кайнăччĕ. Ку хутĕнче вара Г. Гисметдинов тăрăшса вĕренекенсене Хусанти вĕрентỹ учрежденийĕсене илсе кайса кăтартма шантарчĕ. Мĕншĕн савăнмăн çаксемшĕн!
_ Кăмăлтан савăнса та ăмсанса ларатăп эпĕ сирĕн уявăрта,_ терĕ сăмах илсе Тутар Сăкăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Хасянов _ нацисем хушшинчи туслă çыхăну ĕмĕртен ĕмĕре тăсăлать кунта. Ырă йĕр хăваракан пулăмсем те сахал мар. Çакна паянхи тĕслĕх те çирĕплетет.
Тутар Сăкăтсем вара юрă саламĕ илсе килнĕ.
Туçа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Перепелкин шкул выпускникĕсем кирек ăçта пулсан та вĕрентỹ учрежденийĕн ятне çỹлте тытнине палăртрĕ. Çакăнта пĕлỹ пухнăскерсем кирлĕ вăхăтра пулăшу пама яланах хатĕррине пĕлтерчĕ. Çакна çирĕплетсе шкул директорĕ П. Шашкин хăнасене тав хучĕсем пачĕ, малашне те кунта килсе çỹреме ыйтрĕ.
Ял тăрăхĕнчи ветерансен канашĕн ертỹçи В. Салмин ăшă сăмахсем каларĕ. Шкул ачисем вара учительсем пулăшнипе уява паха концерт хатĕрленĕ. Кашни класс ылмашăнса тухрĕ сцена çине. Апла пулсан вĕренме çеç мар, юрра-ташша та маçтăр иккен вĕсем.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)