Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тымар ярса, сум хушса

18 декабря 2013 г.

Çуртри ватă _ кил илемĕ, касри ватă _ ял илемĕ, теççĕ Кивĕ Ахпỹртри аялти урамри К. Кудрявцева, Е. Капитонова, Е. Никольская, М. Иванова пирки. Пурте алăри тилхеписене ăрăва малалла тăсакансене панă ĕнтĕ вĕсем. Çавах кил çуртри ĕçсенчен пĕри те пăрăнмаççĕ. Ĕне выльăх, качака-сурăх, хур-кăвакал, кролик таранчченех усраççĕ. Пахчари çĕр лаптăкĕнче çемьепе пĕрле çĕр улми, сухан, севок, выльăх кăшманĕ, кишĕр çитĕнтерме хутшăнаççĕ. Ахальтен каламан ĕнтĕ вĕсенчен инçех мар пурăнакан З. Федорова пĕринче: "Эпир çамрăкрах чухне пирĕн ятпа хирти колхоз çĕрĕнче пайсем çапса хăваратчĕç, халĕ вара хыçри анана çумласа тасатмалла", тесе. Тĕрĕсех çав. Вăй-халĕ пуртан тухаççĕ йăран хушшине. Канма та пĕрле лараççĕ. Хĕвел çуллахи вăхăтра çỹл тỹпене çитсе шатăр хĕртме тытăнсан йывăç сулхăнне тараççĕ. Каять вара сăмах-юмах. Камăн хĕрĕ качча кайнă, ывăлĕ авланнă... Çын çинчен усал калаçнине нихăçан та илтмен. Çакна вĕсем ачаллах хăнăхнă. Ĕçпе пиçĕхсе ỹснĕ ăрăва малалла тăсаканскерсем. Ушкăнра чи асли Мария Николаевна шутланать. Вăл раштав уйăхĕнче 90 çул тултарчĕ. Сывлăхĕ паянхи кун та çирĕп-ха. Çут çанталăк хăй халлĕн суйласа хăварнă пулас вĕсене. Пичĕсене писев сĕрменни те, мăян пашалăвĕ çини те çан-çурăма хавшатайман курăнать.

10 ача пулнă Арлановсен. Майкка (ялта çапла чĕнеççĕ) _ чи асли. Ун çине ытларах тиенесси куç кĕретех. Çавна пула виçĕ класс хыççăнах вăл ĕçе кỹлĕннĕ. 14 çултах аслисемпе пĕр тан вăй хума тивнĕ ăна. Ĕçре ĕшенни киле çитиччен иртнĕ хĕрĕн. Амăшĕн сылтăм алли шутланаканскерĕн, йăмăкĕсемпе шăллĕсене пăхса ỹстерме вăхăт уйăрмалла пулнă. Кĕпи-йĕммине Пăла юхан-шывĕн хĕрринче çунă. Хĕллехи вăхăтра вакă касса чỹхенĕ. Аллисем кỹтсе шăннă. Шăнса чирлессинчен те хăтăлайман. Пĕррехинче çапла сунаслама пуçласан кỹршĕ хĕрĕпе иккĕшне пысăк ăшă пичкене хупнă пулнă. Халăх меслечĕ тантăшне пĕрех çăлса хăварма пулăшайман. Выçлăх, çуклăх чăтăмлă пулма вĕрентнĕ. Сĕт паракан ĕнине пусса çинĕшĕн хурланмаллипех хурланнă Мария Николаевна. Ут кăшкар çулçисене çинине, кĕркунне сухаланă анара çуркунне крахмал пуçтарса çỹренине паянхи кун та чуна çỹçентерсе аса илет вăл. Çавах çемьере пурте тĕрĕс-тĕкелех çитĕннĕ, ăс-тăн пухса çĕр-шыва юрăхлă çынсем пулса ỹснĕ.

Пĕве кĕрсен фермăна сукмак хывнă. Вăрçă çулĕсенчи йывăрлăх халĕ те куç умне тухать унăнне. Вите тăррисенчен çил вĕрнĕ. Çупа кĕр кунĕсенче çумăр, хĕлле юр кĕнĕ вĕсенчен. Çи питĕ пулманни шăнтнă. Пусăран шыв йăтса шăварнă чухне йĕпеннĕ те. Ĕнесен çумне выртса ăшăнни сахал пулман. Яланах малашлăхра лайăх пурнăç пуласса шаннă, кĕтнĕ. Чун кỹтсе килнĕ самантсене сирсе яма тивнех.

Вăл вăхăтра çамрăксем ферма пỹртĕнчех çĕр каçнă. Пĕрле вара алă ĕçĕ тунă. Ытларах чухне çăм арланă, çыхнă. Килтисене çеç алса-нуски кăларман, фронта ăсатма та посылкăсем хатĕрленĕ. Тăрăшни çĕре ỹкмен. Çавна пула Мария Николаевна тыл тата ĕç ветеранĕ ятсене тивĕçнĕ. Медальсемпе тĕрлĕрен парнесем те нумай унăн.

Вăрçă хыççăн ял каччипе пурнăçне çыхать Майкка аппа. Николай Владимировичпа ултă ача çуратса пăхса çитĕнтереççĕ вĕсем. Пурне те кирлĕ шайлă пĕлỹ, воспитани параççĕ. Халĕ ăрăва малалла тăсакансем çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене саланнă.

Вун пĕр мăнук, çичĕ кĕçĕн мăнук Ивановсен. Савăнмаллипех савăнать вĕсемпе асламăшĕ, кукамăшĕ (шел, мăшăрĕ иртерех çĕре кĕчĕ). Мария Николаевнан кăкăрне "Ача амăшĕ _ героиня" медаль те илем кỹрет. Йыш пурте пĕрле тĕп киле пуçтарăнсан тем пекех хĕпĕртет ватă, ку хутĕнче вара унăн савăнăç куççулĕ юхать. Кашнийĕнчех мĕн те пулин асра юлмалли шутласа кăларать асли. Пĕрремĕш пенси укçипе пĕр чара пĕремĕкпе канфет илсе лартнине паянхи кун та ăрăва малалла тăсакансем ăшшăн аса илеççĕ. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтне пурнăçланă ун чухне амăшĕ.

Чăх-чĕп вĕçсе каçайми хуралтăллă, мăн кирпĕч çуртра ывăлĕн çемйипе пурăнать М. Иванова. Турă мĕн ыйтнине панă ăна. Шăкăл-шăкăл калаçса тăракан кинĕпе пĕр сăмахра вĕсем. Тĕп килти икĕ мăнукĕ куç тулли. Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта пĕлỹ пухаççĕ вĕсем. Лайăх вĕреннипе пĕрлех тĕрлĕ тупăшусене хутшăнаççĕ. Акă, Ксюша районта ирттернĕ конкурсра "Мисс-Грация" номинацие тивĕçрĕ.

Çемьери килĕшỹ те сум хушма пулăшать ватăнне. Ăс-тăнĕ çирĕп-ха унăн. Районта тухса тăракан "Авангард" хаçата пĕр сиктерми вулать. Унта пичетленнĕ ял хыпарĕсене аякра пурăнакан Надя, Шура, Зоя, Рая, Лена хĕрĕсене çырупах ярса парать. Хĕрĕсен сумлă юбилейĕсене те ялти тăвана пухса туса пама хутшăнать. Иртнĕ кĕркунне, акă, Зоя пенсие тухнă ятпа кĕрекене ларчĕç. Самара çити кашнийĕ çитеймест-çке. Çакăнта Таня кинĕпе Вова ывăлĕн ăнланулăхне мала хурать. Вĕсен килĕшĕвĕсĕр çак çула утса çитеймен те пулĕччĕ вăл.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика