Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇИТĕНỹ ТĕЛЛЕВЛĕ ĕçЛЕСЕН ПУЛАТЬ

07 декабря 2013 г.

 Туçари "Сар хĕвел" ача садне вăтам ушкăна çỹрекенсене куллен Ю. Торговцева воспитательница хăй кĕтсе илет. Куçĕ уçăлнă уçăлманах чĕвĕлти сассисемпе чанкăлтатакансем çийĕнчи тумĕсене хывичченех пĕрне-пĕри пỹле-пỹлех çĕнĕлĕхсемпе паллаштарма тăрăшаççĕ. Пĕрин кĕпи хитре те тĕрĕллĕ-мĕн, теприн пушмакĕ ăшă та хулăн, виççĕмĕшĕн юр çăвичченех йĕлтĕрĕ хатĕр... Тимлĕн итлет вĕсене Юлия Алексеевна. Ачасемпе пĕрлех савăннине кăтартать. Ыйхине уçаймасăр килекеннисем валли те сăмах тупать. Вĕсене салтăнтарса выляв залне илсе кĕрет.

Сар хĕвел евĕр йăлтăр кулăлли те, халь-халь татăлса анас пек çакăнса тăракан тĕксĕм пĕлĕт майлă салхулли те пур ачасем хушшинче. Ирхи зарядка хыççăн пурин те çăварĕсем пĕрешкел уçăлаççĕ вара. Унта поварсем сар çу ярса тутлăлантарнă пăтта кашăк тулли ăсса çиеççĕ. Тем пек тирпейлĕ пулма вĕрентсен те сĕтел айне çăкăр тĕпренчĕкĕ те, хура тул пĕрчи те тăкăнатех. Хăш чухне вара А. Курицына воспитательница пулăшуçи шỹтлĕ-мĕнлĕ: "Килĕрсенче пỹртре кам чăх чĕппи усрать, вăл сĕтел айĕнчи апатпа тутă пулать" тесессĕнех хăйсен тенкелĕ йĕри-тавра пăхма пуçлаççĕ.

Çитĕнекен ăрăвăн кашни кунне тĕллевлĕ ирттерме хăнăхнă Ю. Торговцева воспитательница. Математика тĕнчине кĕнĕ чухне вăл ачасемпе шут ĕçне пуçăнать. Выляв залĕнчех мĕн чухлĕ шутламалли. Ушкăнри 21 ачаран тĕрлĕ задача тума пулать. Виç кĕтеслĕх, тăват кĕтеслĕх... çине пайлансан миçешерĕн пулнине тавçăрса илме пĕлмелле. Пĕрисем ăспа, теприсем пỹрнепе тĕллесе хуравне маларах парассишĕн васкаççĕ.

Тăван тавралăхпа паллаштаракан занятисене те пỹлĕмре, урамра ирттерме май пур. Чĕлхе аталанăвне, астуса юлас ăсталăха ỹстерес ĕçре сăвăсем вĕренни пулăшать. Çулталăкне миçе утренника хатĕрленсе ирттернине каласа та пĕтерме çук. А. Сабаева музыка ертỹçи ачасен юрлас-ташлас туйăмĕсене çуратма хăнăхтарать.

_ Юмах итлеме питĕ ăста манăн пĕчĕкскерсем. Пĕрне-пĕрне темиçе хут вуласа парсан та вĕсенчи сăнарсене "килĕсене" ярасшăн мар. Упа, тилĕ, кашкăр, Хĕрлĕ калпак тата ыттисем те ăçта пурăннине, мĕн çинине тĕпчеме пуçлаççĕ. Çитĕнекен ăру ỹсĕмне кура вара вĕсене сцена çинче лартма та хăнăхатпăр,_ тет Юлия Алексеевна.

Чĕрĕк ĕмĕр ытла ачасемпе ĕçлекен воспитательницăн ăсталăхĕ пысăк. Çакна кунта пĕрле вăй хуракан тус-тантăшĕсем те палăртаççĕ.

_ Туçари ача садне килни манăн та самай вăхăт ĕнтĕ. Малтанласа эпĕ воспитатель пулăшуçинче ĕçлерĕм. Юлия Алексеевнапа пĕр ушкăнраччĕ. Аслă юлташăм яланах хăйĕнчен маларах çак ĕçе кỹлĕннĕ юлташĕсене ырласа калаçатчĕ. Вĕсен ĕç вăрттăнлăхĕсене илсе юлни куç кĕрет. Çынсен лайăххине ăша хывасси манра та юлчĕ,_ тет Н. Казакова воспитательница.

Е. Рубцова та çак садикрах тымар янă. М. Шербакова вара хулари ача садĕнче ĕç ăсталăхне алла илнĕ. Çавăнпа пĕр-пĕринчен вĕренмелли кашнийĕшĕнченех тупăнать.

_ Шкул саккинчен тухсассăн ĕмĕтĕмĕрсем çунатлă. Эпĕ те маларах суту-илỹ сĕтелĕ хушшине тăнă çынччĕ. 9 çул ĕçлерĕм пулин те чун туртмарĕ. Ачасем илĕртрĕç. Вĕсемпе ĕçлеме тата кăткăсрах-ха. Халĕ ушкăнри ачасем те, пĕрле ĕçлекен коллектив та пĕр пысăк çемье пекех туйăнать. Пурин савăнăçне те, хуйхи-суйхине те пĕрле пайлатпăр. Маларахри çулсенче ача садне çỹренĕскерсен ачисем те килме пуçларĕç садике. Ашшĕ-амăшĕ те, аслашшĕ-асламăшĕ те пĕлекенскерсем. Çавăнпа ĕçлеме те ансат. Пĕрисен кăмăл-туйăмĕ еплерех пулнине маларахри ăрурисенчен те пĕлме пулать,_ тет хăй те икĕ хутчен асанне пулнă Юлия Алексеевна.

Телейĕ ялтах тупăннă унăн. Владимир Алексеевичпа çемье çавăрса икĕ ача ỹстернĕ, мăшăрлантарнă. Ватăсемпе те килĕшỹре пурăннă. Хунямăшĕпе кăмака умĕнче 16 çул пĕрле тăнă. Хуняшшĕпе вара 34 çул пĕр хуранти яшкана çиеççĕ. Воспитательница кун-çул уттинчен юлманнине садик заведующийĕ В. Логунова та çирĕплетет. Ахальтен мар ăна çак кунсенче район администрацийĕн тата вĕрентỹре ĕçлекенсен районти профсоюз комитечĕн Хисеп грамотисемпе наградăларĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика