07 декабря 2013 г.
Кивĕ Ахпỹртри тĕп шкулта кĕçĕн классемпе Раççей Конституцийĕ 20 çул çитнине халалласа "Пирĕн çĕр çинчи саккун" темăпа литературăпа право вăййи иртрĕ. Ял библиотекарĕ А. Капитоновапа кĕçĕн классен учительници М. Ярусова ăна тĕплĕн хатĕрленнĕ. Малтанах аслисем саккунпа тарăннăн паллаштарчĕç, çамрăкла вĕренни чул çине çырăннине палăртрĕç. Тăван çĕр-шывăн символĕсен презентацийĕ вăхăтĕнче ачасем Раççей Федерацийĕн ялавĕпе гербĕ мĕне пĕлтернине, гимна кам çырнине пĕлчĕç.
Шкул директорĕ О. Рыбкина район, республика гербĕпе, ялавĕпе паллаштарчĕ. Класĕпех гимна шăрантарни те вырăнлă пулчĕ.
"Çĕр-шывăн тĕп саккунĕ" кĕнеке выставки пурне те хăй патне чĕнчĕ. Çакнашкал мероприяти çитĕнекен ăру асĕнче чи кирлине хăварма пулăшать.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)