Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăратмашкăн çĕнĕ юрă Савăк кăмăл пирĕн пур...

26 декабря 2012 г.

Республикăри культура министерстви ялсенчи клубсене модернизацилес тĕллевпе пуçарнă конкурса хутшăнса çĕнтерÿçĕсен ретне кĕни Кивĕ Ахпÿртри кану керменне илемлĕ сăн кĕртме май пачĕ. Çулталăк вĕçĕнче вара ялта тĕслĕхлĕ кану çурчĕ уçăлчĕ. Савăнăçа пайлама зала туллиех çын пухăнчĕ. Çак ятпа саламланă май район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов ялта культура ĕçĕсене тивĕçлĕ туса пыма майсем çителĕклĕ пулнине палăртрĕ, ĕлĕк-авалтан сыхланса юлнă йăла-йĕркене малалла тăсса пырса чăвашлăха упрама сĕнчĕ.

Районта çакнашкал иккĕмĕш тĕслĕхлĕ клуб уçатпăр эпир. Малашлăхра Вăтаелĕнче юхăннă культура çуртне çĕнетме палăртса хăвартăмăр. Пурте сирĕн пек пултаруллă, матур пулччăрах, – терĕ Николай Иванович юсав ĕçне хастар хутшăннисене Хисеп хучĕсемпе тав çырăвĕсем тата 15 пин тенкĕлĕх офис сĕтелĕсем илмелли сертификат панă май.

Пĕччен сурать – типсе пырать, халăх сурать – кÿлĕ пулать, теççĕ. В. Паймуллин, А. Логунов предпринимательсене, В. Мальцев, Д. Гаврилов депутатсене тивĕçлĕ пулăшу панăшăн тав туса малашлăх ĕçĕсенче ăнăçусем сунмалăх пур. Çак сăмахсене ял тăрăхĕнчи культурăпа библиотека тивĕçтерĕвĕн центрĕн директорĕ Л. Сеприханова та палăртрĕ.

Чăваш Республикинчи Патшалăх ветеринари службин ертÿçи Г. Яковлев, шалти ĕçсен министерствин экстремизма хирĕç кĕрешекен центр начальникĕ А. Метелкин ăшă, çутă, хăтлă çурт культура ĕçне ялкăштарса тăратассине шаннине пĕлтерчĕç.

Культура ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ Н. Мазякова та сăмах илсе кăмăл-сипет хавхалантарăвĕ çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани илсе ÿсме, выльăх-чĕрлĕх пăхакана, тыр-пул çитĕнтерекене курăмлă ÿсĕмсем тума май панине палăртрĕ.

Ĕçчен те пултаруллă çынсем сахал мар ялта. Вĕсем тĕрлĕ отрасльте чапа тухнă. Çаксене ял пурнăçне çутатакан слайдсенче те курма май пулчĕ. Культура ĕçченĕсем сумлă çынсене Хисеп кĕнекине кĕртессине йĕркеленĕ. Ку хутĕнче чыса çак ялта çуралса ÿснĕ Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ятсене илнĕ С. Карягин тивĕçрĕ.

Грант çĕнсе илни музыка аппаратурине тĕпрен çĕнетме, вырăнти артистсен яту тумне туянма май панă. Вĕсемпе уяв концерчĕ те кăмăллă иртрĕ. “Пике” ташă ушкăнĕ, ача садне çÿрекенсем, культура ĕçченĕсем, ытти юрă-ташă ăстисем пĕрин хыççăн тепри тухрĕç сцена çине.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика