Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иртеç кунсем, иртеç çулсем

26 декабря 2012 г.

Чăваш радио хыпарлав паракан музыка саламĕн кăларăмне итленĕ хыççăн Пăла юхан шывĕн хĕррине тухрĕ Кивĕ Ахпÿртри Л. Кошкина. Кунта та сирме май пулмарĕ чунри тунсăха. Юрăçăн çепĕç сасси шав-шавах хăлхара янăрарĕ: “Тваттăн çуралса, пĕр килте ÿссе, мĕншĕн уйрăлмалла тунă-ши...”

Илемлĕ те илĕртÿллĕ-ха хĕл кунĕ. Сивĕпе пасарнă йывăç турачĕсем хĕвел çутинче ытарма çук хитрен курăнаççĕ. Ачаран выляса ÿснĕ улăх-çаран, çырма-çатра кăпăш юрпа витĕннĕ. Çуралнă кил-çуртăн хуралти те курăнать кунтан. Мăрьерен тĕтĕм тухманни çеç пăшăрхантарать. Ытла та ир çухатрĕ пĕр тăвансене Лидия Дмитриевна. Мăшăрĕ те пурнăçран вăхăтсăр уйрăлчĕ.

Урамран кĕрекен алăк шашшулки сас пани татрĕ шухăша. Ялти шкулăн тăххăрмĕш класĕнче вĕренекен Дима мăнукĕ таврăнчĕ пулас. Ун валли апатне хатĕрленĕччĕ-ха. Çавах асламăшĕ килте кĕтсе илни паха. Вĕренĕвĕпе те интересленмелле. Кинĕпе ывăлĕ ĕçрен таврăниччен ватăпа çамрăк валли кăштăртатмалли пайтах. Çемье “Республикăра 2012-2014 çулсенче фермер ĕçне пуçăнакансене пулăшасси” тĕллевлĕ программăна хутшăнса выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес, çĕрпе тухăçлă усă курас ĕçе кÿлĕннĕ. Çавна май мăйракаллă шултра выльăхсен йышне 9 пуçа çитернĕ. Шутне ÿстерес ĕмĕчĕсем те пур. Усă куракан çĕрĕ 8 гектар. Кĕрлĕ-çурлă, хĕл е çу кунĕсенче алă усса ларасси çук. Ĕçĕ кашнийĕн валлиех тупăнать. Асламăшĕпе мăнукĕ выльăхсене апат парса тислĕк кăлараççĕ.

Хура ĕç алă çумне çыпăçманнине Лидия Дмитриевнана вăхăтĕнче ашшĕпе амăшĕ вĕрентнĕ. Каярахпа çакна хăй ачисене, унтан мăнукĕсене каласа ăнлантарнă. Тăрăшуллă ĕçе пула ытлă-çитлĕ пурнăçпа пурăнать-çке çемье. Умра вĕр-çĕнĕ трактор кĕрлесе ларать. Унпа сухалама, акма, çулма, вырма пулать. Кăкарса ĕçлемелли кирек хăш хатĕрĕ те пур. Выльăх апачĕ хатĕрлеме çынна йăлăнасси çук. Çулленех 25-шер килограмм сухан-севок вăрлăхĕ акаççĕ. Ăна пуçтарса кĕртме те вăй çитереççĕ. Кÿршĕ-аршăпа килĕштерсе пурăннăран пĕр-пĕрин патне пулăшма кайма ÿркенмеççĕ.

– Çичĕ теçетке çул урлă каçса 70 тĕрлĕ ĕç те тухрĕ пуль алă витĕр. Çĕр ĕçĕпе ĕçлессине те, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине те чылай маларахах пуçăнтăмăр. Светланăпа Ирина хĕрĕмсем иккĕшĕ те аслă шкулсене вĕренме кайрĕç. Укçи-тенкине çитерме çукран виçĕ вăкăр арендăна илтĕмĕр. Кĕркунне вĕсене сутса укçаллă пултăмăр. Сыпăнса кайрĕ вара пурнăç, – аса илет иртнине Л. Кошкина.

5 ачана ура çине тăратса пурнăç çулĕ çине кăларма çăмăл пулман, паллах. Ĕçрен те пĕр кун та юлман. Çитĕнекен ăру сак тăрăх чупнă чухне Лидия Дмитриевна Туçари çăкăр пекарнин заведующийĕнче ĕçленĕ. Элеватортан панелевозсемпе 90-шар тонна çăнăх турттарса килнисем пулнă. Виçĕ сменăпа çăкăр пĕçернĕ. Кашни яла çемçе çимĕçе куллен 600-700 буханка ăсатнă. Çак ĕçе 18 çын пурнăçланă...

Туçари вăтам шкулта вунă класс вĕреннĕ хыççăн хĕрача Алтая ĕçлеме кайнă, анлă уй-хирти тырра пухса пысăк машинăсене тиенĕ. Çу каçнă çавăнта. Кĕркунне вара чĕкĕнтĕр ани çине ÿкнĕ, кăларса тирпейленĕ.

Паянхи пурнăçа кÿренмест Лидия Дмитриевна. Куç тулли савăнăç. Аслă пĕлÿ илнĕ Светлана, Ирина, Эльвира хĕрĕсем хăйсене тивĕçлĕ ĕç тупнă. Пурте тĕп бухгалтерта вăй хураççĕ. Асли Шупашкарти вĕрентÿ коллекторĕнче, иккĕмĕшĕ “Гвардеец” хуçалăхра, виççĕмĕшĕ Вăрнарти сĕт заводĕнче ĕçлеççĕ. Юрий ывăлĕ Шупашкара тĕпленнĕ. Килти хуçалăха Олег тытса пырать. Ачисем çеç мар, мăнукĕсем те çемье çавăраççĕ. Виççĕшне пил пама та ĕлкĕрчĕ ĕнтĕ. Амăшне, асламăшне, кукамăшне асра тытса вĕсем уявран уява килсех тăраççĕ.

– Ĕмĕрĕм иртет пулин те кăмăлăм юлмасть манăн. “Ĕç ветеранĕ” хисеплĕ ята тивĕçрĕм. Сăнăм райпон Хисеп Хăми çинчен кайман. “Коммунизмла ĕç ударникĕ” те пулнă,– кун-çулĕшĕн ÿпкелешмесĕр калаçать Л. Кошкина. Мăшăрĕ, Михаил Осипович çеç кураймарĕ çак ырлăха. Унăн йăхне, ĕçне вара ывăлĕсем, мăнукĕсем малалла тăсаççĕ.

32 çул хунямăшпе, виççĕмĕш теçетке çул кинпе пурăнса та ял çине сас-хура тухман Кошкинсен. Ватти сумра, çамрăкки хисепре вĕсен. Ăрăва малалла тăсакансене те çакнах хăнăхтарать Лидия Дмитриевна. Кунсем, çулсем иртни çеç тунсăх ан кÿтĕр, малашне те сывлăхĕ çирĕп пултăр!

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика