04 декабря 2013 г.
АСЛĂ ăрури чылай çыншăн уявсенче янăракан хут купăс сасси чун уççи шутланать. Çавна пулах-тăр Пăлакассинчи ял клубĕнче йĕркеленĕ купăсçăсен каçне çулĕсем шултăраланнă аппасемпе пиччесем те самай йышлăн пуçтарăннă. Культурăллă кану уявĕн программине А. Хитров хăйсен ентешĕ çырнă "Аннемĕр" юрăпа пуçланă. Сăмах май каласан, Арсентий Иванович купăсран кăшт пысăкрах чухнех çак музыка инструментне чĕрçи çине илнĕ. Çавăнтанпа ăна алăран яман тесен те юрать.
Сцена çинче район центрĕнчен килнĕ ăстасем хут купăс тỹммисене ăста вылянтарнă. Ахальтен мар хăйсен шăпине кĕвĕ-çемĕпе çыхăнтарнă хастарсене курма килекенсем те тăвăллăн алă çупса хакланă. Вырăнти чиперккесем вара вĕсен кĕвĕ çеммипе чăваш юррисене шăрантарнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)