30 ноября 2013 г.
Туçа ял тăрăхĕнчи Кивĕ Ахпỹртри культурăпа кану центрĕнче Марина Карягинан пултарулăх каçĕ иртрĕ.
Сăмах май çакна палăртма кăмăллă: Марина Федоровна çак ялта çуралса ỹснĕ, кунти шкулта вĕреннĕ, пĕрремĕш сăвă йĕркисене çырнă. Ун ячĕпе сăвăсен конкурсне икĕ çул каялла ирттерме пуçăннă. Кăçал вăл район шайне те тухрĕ. Пултарулăх каçне ачасен чăваш поэтесси ăсталăхне тĕпчес, вĕсенче литературăпа поэзи туртăмне вăратас, декламатор ăсталăхне палăртас тĕллевпе те йĕркеленĕ. Унта районти 16 шкултан 80ăн ытла хутшăнчĕç. Кашнийĕшĕн сăвă вулас ăсталăхĕ пысăк. Çавăнпа жюри членĕсене мала тухнисене палăртма та çăмăл пулмарĕ. Кĕçĕннисем хушшинче Кивĕ Ахпỹртри тĕп шкулти 2 класри А. Мякина (вĕрентекенĕ М. Ярусова), аслăраххисенчен Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти 6 класри О. Гордеева (А. Козлова), 8-9 классенчен Туçари вăтам шкулти А. Баранов (В. Яковлева) çĕнтерỹçĕсем пулчĕç. Призерсем те йышлă.
Мала тухнисем район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн дипломĕсене, автор парнисене тивĕçрĕç. Пултарулăх каçне хутшăнакансене район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов, Туçа ял тăрăхĕн ертỹçи Н. Перепелкин тата ыттисем те саламларĕç.
Е. ПЕРЕПЕЛКИНА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)