02 ноября 2013 г.
Пăлакасси-Козловкăри культура çуртĕнче "Кĕрхи бал" иртрĕ. М. Михайлова заведующи малтан икĕ ялта пурăнакансем пулăшнипе пахчара çитĕннĕ çимĕçсен куравне йĕркелерĕ, каярах çамрăксемпе конкурссем ирттерчĕ. Хĕрсемпе каччăсем унта хаваспах хутшăнчĕç. Уяв ташă каçĕпе вĕçленчĕ. Иртнĕ кунсенче татах клуба халăх пухăнчĕ. Хальхинче "Ачасен сассисем" конкурс пулчĕ. Унта кĕçĕн çулхи ачасемпе аслăраххисем хутшăнчĕç. А. Мартышкина, Юлияпа Алена Мякинасем уçă сассисемпе пĕр юрă хыççăн теприне шăрантарчĕç. Пĕчĕккĕ пулсан та сцена çинче çухалса каймарĕç. 5 çулхи Анастасия малти вырăна çĕнсе илчĕ.
Аслăраххисем хушшинче Козловка пики М. Воробьева ытларах балл пухма пултарчĕ. Конкурса хутшăнакансене пурне те Хисеп хучĕсемпе парнесем парса хавхалантарчĕ
Тăхтав вăхăтĕнче Вăтаелĕнчи каччăсемпе хĕрсем "Стиляги" ташă ташларĕç, И. Глинкина, А. Герасимова, С. Ершова, А. Белкова юрăсем шăрантарчĕç.
К. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)