Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕлле ĕçленин усси пур

18 сентября 2013 г.

 Вĕрентĕвĕн çĕнĕ стандарчĕпе пĕлỹ пухаççĕ Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти ик-кĕмĕш класс ачисем. Вĕсене иртнĕ çулхи сентябрьте М. Ярусова учительница йышăннăччĕ. Саккăрăн килчĕç пуçламăш класа. 30 çул педагогика анине сухалакан Мария Анатольевна çитĕнекен ăрăва пĕлỹ тĕнчине тĕллевлĕ кĕме пулăшрĕ. Çакна иртнĕ вĕ-ренỹ çулĕн вĕçĕнче районти пуçламăш классене вĕрентекен учительсен семинарĕ асăннă шкулта ирттернĕ хыççăнхи пĕ-тĕмлетỹпе те çирĕплетме пулать. Аслă категориллĕскер, ачасене ушкăнпа та, пĕчченшерĕн те ĕçлеме хăнăхтарчĕ. Вĕренỹ пахалăхне ỹстерес тĕллевпе кашнинех тĕпчев ĕçне явăçтарчĕ. Вĕсенче ашшĕ-амăшне тĕлĕнмелли те пулчĕ. Чăнлăха вара пĕрлехи калаçура тупрĕç. "Кайăксем мĕнле хĕл каçаççĕ?", "Пирĕн таврари кайăксем" проектпа килĕ-шỹллĕн çунатлă туссем валли сырăшсем, вĕллесем ăсталарĕç. Вĕçен кайăксен пурнăçĕпе интересленчĕç.

"Ваттисен сăмахĕ пурне те пулăшать", "Асамлă сăмахсем" проектсене вара чăваш тата вырăс халăх фольклорĕпе çыхăнтарчĕ. Çитĕнекен ăру ватăсемпе курнăçса чылай ваттисен сăмахне тупрĕ. "Хускану вăййисем", "Тĕрĕс ларни сывлăха çирĕплетет" тема медицина ĕçченĕсене калаçăва чĕнтерчĕ. Ирхи гимнастикăна музыка çеммипе тăни пурне те кунĕпелĕх вĕренме хăват пачĕ.

"Манăн йăх тымарĕ", "Ялти паллă çынсем", "Телейлĕ çемье", "Аннеçĕм, сан çинчен" тата ытти тĕпчев ĕçĕсемпе те вĕренекенсем шкул, район, регион шайĕнчи конкурссене хутшăннă. Н. Каргина "Вăрçă манăн асатте пурнăçĕнче" проекчĕпе Раççейри конкурсра пĕрре-мĕш вырăна тухнă. Саккăртан пиллĕкĕшĕ вырăс чĕлхипе тата математикăпа çамрăксен аталану центрĕ ирттерекен конкурсра палăрнă.

Ачасен вĕренес туртăмне ỹстерсе пырас тĕлĕшпе сахал мар ĕçлет учительница. Ку енĕпе çĕнĕ мелсем шырасах тăрать. Яланхилле пĕрешкел уроксем япăхтараççĕ-çке. Мĕн те пулсан çĕннине кĕртни вара ывăннине сирет, темăна ăнланма пулăшать, ачасен урокра ĕçлес хастарлăхне ỹстерет. М. Ярусова аукционсем, ăмăртусем, турнирсем йĕркелеме юратать. Урокра "çул çỹреве" тухасси, "экскурсие" каясси ансат.

Ĕçре компьютерпа усă курни вырăнлă. Çавна шута илсе М. Ярусова ăна кăтарту материалĕ вырăнĕнчех тытать. Унпа уроксене хатĕрленет, тĕрĕслев ĕçĕсем çыртарать. Мария Анатольевна компьютер технологине хăйĕн пирвайхи пулăшаканĕ тесех шутлать.

Кашнийĕн портфолио пур. Çакă та хавхалантару кỹрет. Ачан пĕр-пĕр пуçарăвне вырăна хурса хаклани хастарлăхне тата та ỹстерет.

Ачасемпе çывăх пулнăран ĕçри ăнăçăвĕ курăнать. Аслă классене куçса пыракансем лайăх пĕлỹ илнипе савăнтараççĕ. Кун пек чухне çитĕнекен ăрăвăн шкула утасах килет. Шăпах çакна тĕпе хума тăрăшать те ĕнтĕ учительница. Шкулти пуçламăш классене вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвне ертсе пынă май хăйĕн ĕçри ăсталăхне ыттисене пама тăрăшать вăл, уçă уроксем ирт-терет. Пĕлĕвне ỹстерес тĕлĕшпе тĕрлĕ хаçат-журнал вулать. Çĕнĕлле ĕçленин уссине курать. Унăн ĕç ăсталăхне ыттисем те усă курасса шанать.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика