11 сентября 2013 г.
ПАЯН чылайăшне пĕр хут çеç усă курма юракан пластик япаласем тарăхтараççĕ. Пăлакассинче пурăнакан О. Плешковсен, В. Сурковасен, П. Каргинсен хуçалăхĕсенче вĕсенчен питĕ хитре япаласем ăсталама май тупнă. Майонез савăчĕн хуппинчен тунă чечексем _ салтак тỹммисем _ инçетренех куçа илĕртеççĕ. "Хĕвелĕ" çумăрлă çанталăкра та ăшшăн пăхнăн туйăнать. Автомашина кустăрмин резинисем вара "слона", "сыснана", чечек савăтне, юрăхсăр дисксем "ка-йăка" çаврăннă. Йăваланса выртса çỹрекен велосипед покрышки хамăр тăрăшсан пальма çулçи те пулать иккен. Халăхра, "Ỹркенмен ăста пулнă," тесе тĕрĕсех калаççĕ çав.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)