11 сентября 2013 г.
ЮЛАШКИ вăхăтра час-часах сыснасен Африка чуми пирки калаçма пуçларĕç. Усал амакран сыхланса районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци тивĕçлĕ мероприятисем ирттерет, вулакансене те хăрушлăхран асăрхаттарсах тăрать. Выльăх мурĕ пирĕн тăрăха ан килтĕр тесен ("Юрма" агрохолдингри сыснасене чиртен хỹтĕлес тĕллевпе) малашне предприяти çывăхĕнчи пилĕк çухрăмри ялсенче (Козловка, Пăлакасси, Çĕнĕ Ахпỹрт, Патăрьел, Кивĕ Катек) пурăнакансен сысна усрама юрамасть. Сурăх, ĕне тата ытти выльăхсене тытма чармаççĕ. Кăçаллăха вара çаврака сăмсаллă нăрик-нăриксем какая ăсатиччен пурăнма пултарĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)