Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх апачĕ ытлă-çитлĕ пулĕ

07 сентября 2013 г.

 Йышлă выльăха тĕрĕс-тĕкел хĕл каçарма апат çителĕклĕ кирлĕ. Продукци ытларах илес тесен рацион та пуян пулмалла.

Анат Туçари "Звезда" ял хуçалăх кооперативĕнче çаксене шута хурса ĕçлеççĕ те. Кунта ĕне выльăх 485 пуç, вĕсенчен сăвăнаканни _ 165.

Сивĕ кунсене валли 180 тонна утă, 6000 тонна сенаж янтăланă.

Хальхи вăхăтра хуçалăхра вăй хуракансем кукурузăран силос хатĕрленĕ çĕрте тăрăшаççĕ. 35 гектарта çитĕннĕ культурăна çулса вĕтетеме çĕнĕ йышши КДП _ 3000 "Полесье" комбайн туяннă. Ун пекки республикăра та пиллĕк кăна-мĕн, техникăн тухăçлăхĕ пысăк, уй-хир "пикине" те лайăх вĕтетет.

_ Кăçал 1000 тонна силос хума палăртнă. Çанталăк çумăра кайнипе паян комбайн хире тухаймасть-ха. Çавна май кăштах чарăнса тăма тивет. Ытти çулсенчи пекех выльăхсем юратса çиекен апата ятарлă пленкăпа витетпĕр. Çакă çимен пахалăхне лайăх упрама пулăшать, _ тет хуçалăха чылай çул ертсе пыракан В. Кузнецов.

Çак кунсенче "Звезда" хуçалăхра район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ М. Калмыков пулнă. Вăл нумай пулмасть çеç туяннă агрегат мĕнле ĕçленипе тĕплĕн паллашнă. Сăмах май, районĕпе кăçал 4320 тонна утă, 12300 тонна сенеж янтăланă.

(Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика