Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Есчен сынна ял савать

14 августа 2013 г.

Саккăрăн сак тулли чупнă чухне Илле пурнăç хурапа шурă черетленнине шутлама та пултарайман. Халĕ вара çỹçĕсем кăлкан тĕсе çаврăннă сакăр вуннăри арçыннăн сакăлталлă вăхăтсене аса илнĕ чухне икĕ куçĕнчен вĕри тумла куççулĕ пăчăртанса тухрĕ: "Темшĕн хурланса кайрăм-ха...". Илья Константинович Логунов Кивĕ Ахпỹрт ялĕнче çуралса ỹснĕ, тĕпленнĕ. Унăн пурнăçĕ ĕмĕр тăрăшшĕпех паянхи пек шăкăл-шăкăл та кал-кал иртмен. Аслашшĕ ăста платник пулнăранах хуçалăхĕ тăн-тăннине лайăх ас тăвать Илле тете. Çакă вара кама-тăр килĕшмен, раскулачит тунă, пурлăхĕсене йăлтах туртса илнĕ. Çакăн хыççăн ашшĕпе амăшĕ те коллективлă хуçалăха кĕмен, инхозсен ушкăнĕнче пулнă, хăйсемпе хăйсемех саплашăнкаланă.

Ялти пурнăç ытла йывăртан хресченсем тĕрлĕрен çăмăллăхсем шыраса аякри вырăнсене куçа-куçа кайнă. Çак юхăм варкăшĕ Кивĕ Ахпỹртсене те пырса çапнă. 1939-мĕш çулта ялта пурăнакансем те çемйи-çемйипе, ачи-пăчипе, пур-çук туприсене хутаçа тултарса Алтай крайне вĕçтернĕ. Логуновсем те çакăн пек переселенецсен ушкăнне лекнĕ. Ашшĕпе амăшĕ пилĕк ачине хăй йĕри-тавра пуçтарса инçе çула тухнă. 

-Атте-анне çавăн пек пăтранса çỹренине пулах эпĕ вĕренеймесĕр те юлтăм. Çĕнĕ çĕре куçса килнĕ чухне эпĕ улттăри ачаччĕ. Ялĕнче чăнах та шкулĕ пурччĕ, вулама-çырма хăнăхма тесе мана унта ячĕç. Анчах вĕренесси пулмарĕ: вырăс ачисем пуçран шаккаса хĕнетчĕç, кỹрентеретчĕç... . Çичĕ юта класа та йышăнасшăн пулман-тăр ĕнтĕ. Çавăн хыççăн мана аттепе анне шкула ямарĕç, - аса илет чуна ыраттаракан самантсене ĕç ветеранĕ.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланнă вăхăтра Логуновсем унтах пурăннă-ха. 1942 çулта унăн ашшĕне, Кĕçтенкки тетене те çĕр-шыва хỹтĕлеме кайма ят тухнă. Часах пĕр çапăçура ĕмĕрлĕхех куçне те хупнă. Усал хыпар йышлă ачаллă амăшне çапсах хуçнă. Мĕн тумалла малашне? Тăван çĕр-шывран аякри кĕтесрех юлмалла е чăваша таптармалла?...

Вăрçă кĕрленине пăхмасăрах пĕррехинче хăйсен ялĕсем каялла çула тухаççĕ. Логуновсем те вĕсенчен юлмаççĕ. Анчах каллех çул çинче пысăк чăрмав тупăнать, переселенецсен çулне пỹлеççĕ. Ку çеç те мар, тытаççĕ те пурне те вĕçсĕр-хĕрсĕр уй-хирсемлĕ Казахстана илсе каяççĕ. Турткаланса, хирĕçлесе тăраймастăн - çынпа пĕрле. Кунта амăшĕ дояркăна вырнаçать, ачисем - кĕтỹ кĕтнĕ çĕре. Çапла саплашăнкаласа 1946 çулчченех унта пурăннă. Ачисем пурте шкула çỹренĕ. Илле те каярах пулин те хута вĕреннĕ. Тĕнчерен таврăннă çемьене ялта та никам кĕтмен. Темиçе çул пушă ларнă çурчĕ тĕпĕ-йĕрĕпе кĕлленнĕ. Кỹршĕрен тухнă пушар вĕсене те сиенленĕ иккен. Йышлă ачапа амăшĕн ăçта кайса вырнаçмалла? Ирĕксрĕрех тăмран çапса тунă мунчара пурăнма тивнĕ. Илле салтака кайса килнĕ хыççăн çеç вĕсем пурнăçа сыпăнтаркаласа çурт-йĕрне çĕнетеççĕ. Кивĕ Ахпỹртре И. Логунов паян хисеплĕ те ятлă-сумлă çын. Хуçалăхри кирек хăш ĕçре те вăл тỹрĕ чунпа тăрăшнă. Паян та çулне кура мар пĕр самант пушă тăмасть - шав хуçалăхра аппаланать. Кантăкран шурăмпуç курăнсанах çывăх та шанчăклă юлташĕпе- тимĕр кăвак лашипе- хирелле утă çулма тухса каять: уй-хир бригадирĕнчен пăрахнăранпа пĕр кун та уйрăлман вăл чĕлхесĕр янаварĕнчен. Унтанпа вара вун сакăр çул та çитет. Хĕрỹ ĕçрен пушаннă хыççăн та алă усса лармасть, лаша урапипе хыçлă çуна ăсталать.

Туçара пурăнакан Геннадий Жуков кĕрĕвĕ те хăй пекех урхамаха юратнăран, ăна та пысăк кỹме парнеленĕ.

Илья Константинович юратнă мăшăрĕпе ултă ача пăхса çитĕнтернĕ. Кашниех çемьеллĕ, килĕшỹллĕ пурăнаççĕ. Шел, çумри чи çывăх çынни маларах çĕре кĕчĕ (йывăр тăпри çăмăл пултăр).

Логуновсен йăх-несĕлĕн турачĕ самаях йỹплĕ: вун пилĕк мăнукĕпе, виçĕ кĕçĕн мунукĕпе савăнать. Ывăлĕсенчен Алешăпа Николай Мускавра, Геннадий Улатăрта тĕпленнĕ. Люба кĕçĕн хĕрĕ - Красноармейски районĕнче хисеплĕ педогог. Аслă хĕрĕ Ираида вара кỹршĕри Туçа ялĕнчи хуçалăхра чылайранпа вăй хурать. Паян вара хăй Вова ывăлĕн çемйипе килĕштерсе пурăнать. Ачисем те пурте вĕлле хурчĕ пекех ĕçлĕхлĕ, тирпейлĕ. Улми йывăççинчен аякка ỹкместех ĕнтĕ.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика