Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх пулăшăвĕпе - хăтлă çурт

21 августа 2013 г.

 Туçа ял тăрăхĕнче вăрçă ветеранĕсемпе салтак арăмĕсене, тыл хастарĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтермелли саккуна пурнăçласа 37 ватă çыннăн ыйтăвне татма пулăшнă.

Унсăр пуçне çамрăк çемьесен, специалистсен çурт-йĕр проблемине татса памалли программăсене ăнăçлă йĕркелесе пыраççĕ. Иртнĕ çулсенче, сăмахран, патшалăх паракан субсидипе Н. Никитина, С. Федоров, А. Кудрявцев усă курнă. Хальхи вăхăтра тепĕр çирĕм пилĕк çемье пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе ятарлă списокра пысăк шанăçпа тăрать. Патшалăх тăлăх ачасене хỹтлĕх памалли хушу кăларнă хыççăн ял тăрăхĕнче тепĕр йышши черет журналĕ уçнă. 2011 çулхи июньте виçĕ е ытларах çул çитмен ача çитĕнтерекен çемьесене çурт-йĕр çавăрма тỹлевсĕрех çĕр памалли тепĕр çĕнĕ саккун вăя кĕчĕ. Администрацине çак ыйтупа икĕ заявлени кĕнĕ. Вĕсенчен иккĕшне те Пăлакассинчи çĕнĕ урамра 35-40 сотăйшар çĕр уйăрса панă. Çамрăксем кунта тĕпленсе хуçалăхпа пурăнас ĕмĕтлĕ.

Ватăсем калашле, пỹрмен телее Пỹлерте те тупаймăн. Пỹрнине вара никам та пỹлеймĕ. Ку тĕлĕшпе Кивĕ Ахпỹртри Куделинсем пурнăçăн анлă çулĕ уçăлса пынăшăн Турра та мухтаççĕ, патшалăха та тав тăваççĕ. Çичĕ-сакăр çул каялла саккăрăн сак тулли ачине пăхмасăр Мария Николаевна Ростов облаçĕнчен тăван яла куçса килнĕ. Çичĕ ачаллă хĕрарăмăн пĕринчен тепри вакă пепкесемпе тỹрех ăçта хỹтлĕх тупмалла? Ун пек чухне амăшĕ хăйĕн çуначĕ айне илесси каламасăрах паллă. Çапла пулса тухнă та. "Çурт-йĕрĕ пысăках мар пулсан та, вырнаçăпăр-ха. Хура мунчара пурăнни мар. Тĕнчери чи пысăк телей вăл пуянлăхра мар, ачасем сывă пулни. Пурне те тĕрĕс-тĕкел çеç ỹстересчĕ",- тенĕ Марье аппа ун чухнех кашнине ватăлла пил парса пуçĕсенчен шăлнă май. Вĕсен ячĕсене тỹрех йĕркипе хăнăхма та йывăр: Светлана, Георгий, Кирилл, Серафим, Ксения, Андрей, Мария. Тăвăртарах пỹртре пĕрле ларса апат çиме те, уроксене пурнăçлама та, кĕлĕсем вулама та вырăн тăкăс. Сăмах май каласан, ачасем пурте калаçма хăнăхичченех чиркĕве çỹренĕ. Çулталăкри кашни типпе вĕсем çирĕп пăхăнаççĕ. Çавăнпа та пулĕ пурте сăпайлă, усал сăмахсемпе перкелешмеççĕ, ĕçлĕхлĕ. Мĕн пур ĕçе черетпе, лăпкăн, сас хăпартмасăр тăвасси çирĕпленнĕ. Пĕрисем вуланă-çырнă вăхăтра теприсем картишĕнче выльăхсем патĕнче тăрмашаççĕ. Пысăк çемьене тăрантарма икĕ ĕне усраççĕ. Унсăрăн çемьене укçа-тенкĕрен те сыпăнса пыма йывăр. Хур-кăвакалĕ, пăрăвĕ, чăххи-чĕппи те картиш тулли. Мĕн пур ĕçе йышпа пурнăçлама аякри çĕр-шыврах хăнăхнă иккен çак çемье. Ун чухнех ĕнине çеç çирĕм чуна яхăн усранă хастарсем!

Кăçалхи Пĕлỹ кунне Куделинсен пилĕк ачи те патшалăх туса панă çĕнĕ çуртран пысăк хавхаланупа капăрланса шкулалла утĕç. Пилĕк тата ытларах ачаллă çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтермелли программăпа килĕшỹллĕн иртнĕ çул вĕсене патшалăх ял вĕçĕнчи урамрах капăр та хăтлă çурт туса парнеленĕ. 

-Çак тĕллевпе малтанхи хутсене пуçтарма пикенсен пирĕншĕн те телей йăтăнса анасса ĕненес те килмерĕ. Строительсем виçĕ-тăватă уйăхрах кермен туса та хучĕç. Питĕ хăвăрт та, тирпейлĕ те ĕçлерĕç. Халĕ савăнăçа пайламалли, патшалăха пирĕн пек çемьесене пулăшнăшăн тав тумалли çеç юлать. Çуртра мĕн пур услови çителĕклĕ, хуларинчен пĕрре те кая мар. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн çак çуртпа юнашарах кайăк-кĕшĕк фермине те уçасшăн-ха... - кăмăллăн калаçать М. Куделина сутуçă çуртăн сылтăм енче ачисемпе мăшăрĕ хăйсен вăйĕпе тума пикеннĕ хуралтăсем еннелле кăтартса. Кил хуçи хĕрарăмĕн ĕмĕчĕсем сулмаклă. Кунтах пысăк сад лартасшăн, пирĕн таврара сайра тĕл пулакан йывăçсем, чечексем (вĕсем халĕ те пур) ĕрчетесшĕн.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика