17 августа 2013 г.
Кучухнехи календаре сăнаса пăхсан, шалт тĕлĕнетĕн. Кашни страницăра - мĕнле те пулсан уяв. Сулахайпа ĕçлекенсен те хăйсен кунĕ пур иккен. Çĕр çинче вунă процент йышăнакан халăх ăна 1990 çултан пуçласах августăн 13-мĕшĕнче паллă тăвать.
Сайра тĕл пулакан çынсем чылайăшĕ пурте пĕлекенскерсемех: Марк Твен, Леонардо да Винчи, Юлий Цезарь, Александр Македонский, Америка президенчĕсем: Рональд Рейган, Джорж Буш асли, Билл Клинтон.
Апла пулсан, сулахай алăпа çĕр улми шуратнăшăн е çыру çырнăшăн пач та пăшăрханмалла мар
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)