10 августа 2013 г.
Тĕксĕм те пĕлĕтлĕ кунсем вăраха тăсăлчĕç кăçал. Вĕçĕмсĕр çумăр çунăран пахчари çум курăка çăлма тухма та кансĕр. Урăхран саккăрмĕш теçеткене капашнă ватă мĕн ĕçлейтĕр-ха ĕнтĕ?
Анат Туçари Таисия Астраханцеван ура тупанне çĕре тивертмесĕр ферма чупнă кунĕсем хыçра ĕнтĕ. Пурнăçĕ ăна пĕрре те ылтăн сăпкара сиктермен. Акă, Таисия Ивановна амăшне хĕрĕ 1,5 çулта чухне йĕтем çинче ĕçленĕ вăхăтра аçа çапнă. Кỹмери тĕпренчĕкĕ 10-15 метра сирпĕнсе кайнă пулнă. Çакна каярахпа аслисем каласа панине çеç хăлхана чикнĕ хĕрĕ. Юрать, чĕрĕ юлайнă. Ашшĕн те пурнас кун-çулĕ кĕске пулнă. Вăл Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче малтанхи кунсенчех вилнĕ. Пилĕк пĕр тăван сĕм тăлăха тăрса юлнă. Çапах та 7 класс вĕренме пултарайнă хĕрача. Класс ертỹçи Е. Мулюкова Таиçе, пиллĕк паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пыраканскере, тем пекех малалла пĕлỹ пухма хистенĕ. Хырăм выççи, çи питĕ пулманни ĕçе уттарнă. Ир такăнсан каçчен тенĕ евĕр, кунта та кулянмалли тупăннă. Пĕве кĕрсе пыракан çамрăксене вăл вăхăтра Шăмалака чул кăларма янă. Мĕн çуркуннерен пуçласа сивĕ кĕркуннечченех унта пурăнма тивнĕ. Таиçе каллех инкек тупăннă: çыран хĕрринчи тăм ишĕлсе анса хĕре айне тунă. Хăранипе унăн куçĕ хупланнă. Юрать, асатте-асаннесен меслечĕ пулăшнă.
Икĕ алла пĕр ĕç пултăр тесе фермăна вырнаçнă Таисия Ивановна: ĕç кунĕ шучĕпе мĕн чухлĕ те пулин тырă тухасса шаннă.
Пĕве кĕрсен вара хĕр Анат Туçана качча тухнă. Çỹпçине кура хупăлчи тенĕ евĕр, хăй пеккиех тупăннă. Геннадий мăшăрĕпе уйрăлса тухса çурт лартма тивнĕ вĕсене. Çут тĕнчене Миша, Лена, Сергей килнĕ. Пỹрмен телее алăра тытма çук иккен. Мăшăрĕ каллех пурнăçран ир уйрăлнă. Кĕçĕн ывăлĕ те пурăнаймарĕ. Хĕрĕ аякка тĕпленнĕ. Халĕ Миша çемйипе пурăнать, сакăр мăнук унăн.
- Икĕ аллăмран ĕç каймарĕ. Кỹршĕ яла качча килсен 24 çул сысна ферминче ĕçлерĕм. 2 уйăхран иртнĕ çурасене самăртаттăмăр. Амасем çăвăрласах тăратчĕç. Кăшт пушă вăхăт тупăнсанах мăнуксем валли алса-нуски çыхаттăм. Фермăри шыв çемçе. Унтах вĕри шывпа кĕççелентерсе анаттăм. Мĕн тери юрататчĕç ăна ачасем,- кăмăллăн аса илет асламăшĕ. Тăрăшуллă ĕçе пула Т. Астраханцева Мускаври ял хуçалăх çитĕнĕвĕсен выставкинче те пулнă. "Ĕç ветеранĕ" медале те илнĕ. Парнесемпе тав хучĕсем чылай унăн.
А. КАПИТОНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)