31 июля 2013 г.
ИРТНĔ шăмат кун кăнтăрла çитеспе Анат Туçари Арманкасра пурăнакан М. Перепелкина хуçалăхĕ умне тĕнче уçлăхĕнчен темĕнле чул татăкĕ шаплатса ỹкнĕ. Çур килограмран кая мар таякан ют япала хăйĕн вĕрилĕхĕпе çереме те ĕнтсе илнĕ. Тĕлĕнтермĕше пĕрремĕш кураканĕ çак çемьери арçынах пулнă. Вăл аптăрамалла япала пирки çийĕнчех администрацине, шалти ĕçсен пайне пĕлтернĕ. Йĕрке хуралçисем вара вырăна çийĕнчех çитнĕ, катрам мĕн пулнине тĕрĕс хак пама ăна Шупашкара ăсатнă. Кун пирки экспертиза тата мĕн калĕ-ха?
Сăмах май каласан, ялти шур сухалсем çакна тỹрех "аçа чулĕ" тесе хак панă. Апла " метеорит" çак тăрăха пуçласа та ỹкмен пулса тухать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)