Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырмара ыйхă кĕске

24 июля 2013 г.

 Çумăрĕ ирпе-ирех шĕпĕртеттерме пуçламарĕ пулин те "Звезда" ял хуçалăх кооперативĕн ертỹçине В. Кузнецова самаях пăшăрхантарчĕ. Эх, пĕр е икĕ уйăх маларах кирлĕччĕ те вăл. Çук, вĕт, пулмарĕ. Шит çурă çỹллĕш ỹснĕ тулă ани пулса çитнине палăртса пучахне çĕрелле уснă. Эппин, пухса çапмалла. Çакна тĕрĕс ăнланаççĕ Анат Туçасем. Ку хутĕнче те вĕсем ирхи сывлăм типнĕ хыççăнах ана çине тухнă. Виçĕ-тăватă çаврăм тусан вара шултра пĕрчĕллĕ тумламсем капмар пĕлĕтрен тăкăнса çĕре йĕпетнĕ. Текех çапасси çук ĕнтĕ.

Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене хуçалăхра 600 гектар çитĕнтернĕ. Вăл шутран 260 гектарне - вăхăтлăха арендăна илнĕ Вăтаел çĕрĕ çинче . Паян вара 2200 тонна çапса тĕшĕленĕ. 1200 тонни - ыраш.

- Техника юсавлă, кадрсем çителĕклĕ. Тырра комбайн патĕнчен йĕтем çине кĕртме те, унтан кĕлете турттарма та шанчăклă çĕр ĕçченĕсем пур. Яваплă çынсем тыр-пула пĕр тăккаламасăр пухса кĕртесшĕн. Паллах, кĕтнĕ тухăçа илейместпĕр. Çапах чĕпсене кĕркунне шутлама сĕнеççĕ. Вырмана çавăн чухне пĕтĕмлетĕпĕр. Ун чухне çĕнĕ тырăран пĕçернĕ пăтă çиме килĕр,- терĕ те шỹтлесе, те пăшăрханса Валерий Леонидович.

Ĕççи хĕрсех пырать. Комбайнсене А. Мартышкинпа А. Кошкин тата В. Марковпа В. Плешков çỹретеççĕ. Çĕнĕ тухăçа йĕтем çине С. Астраханцев, Н. Зайцев, В. Маршев водительсем турттараççĕ. Ăна кунта С. Перепелкин йышăнать. Г. Плешков, Н. Перепелкин, А. Гнидин машинистсемпе А. Заплаткина, Н. Мясникова, В. Перепелкина, В. Крысова, Г. Немцева сăвăрса тасатаççĕ, кĕлете кĕртеççĕ.

Техника шавĕ тыр-пул уйĕнче çеç тăмасть. А. Киргизов механизатор нумай çул ỹсекен курăк анинче ĕçлет. Вăл ăна иккĕмĕш хут çулчĕ. Халĕ преслать. Уттине те вăхăтра хатĕрлемелле-çке. Мăйракаллă шултра выльăхсем çеç хуçалăхра 500 пуçа яхăн. Паянхи куна 120 тонна утă, 800 тонна сенаж хума ĕлкĕрнĕ. 

-Фураж пỹлме тĕпне çеç юлнăччĕ. Ыттипе хĕсĕнмерĕмĕр. Пуçламан сенаж траншейи те пур. Тата ĕне выльăхсене кĕтĕве те кăларма пулать. Халĕ сывласа яма пулатех,- тет В. Кузнецов.

Тирпейлĕ хуçан çапла пулмалла та. Кунта ал-ура çавăрмалăх тĕрлĕ йышши культура акаççĕ, лартаççĕ. Севок та пур. Сухан вăрлăхне 5 гектар ỹстернĕ. Кукуруза - 40 гектар. "Уй-хир пикишĕн" паянхи çумăрĕ чухах. Тарпа çитĕнет хуçалăхра тыр-пул. Анчах патшалăхĕ çеç хăш-пĕр чухне дотацине сахалрах парать. Çапах кун-çул уттинчен юлмалла мар.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика