Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрĕслев кăмăла пăсмасть

13 июля 2013 г.

Шкулсенче шăнкăрав сасси янăрама пăрахнăранпа иккĕмĕш уйăх ĕнтĕ. Апла пулин те пĕлỹ çурчĕн алăкĕсем çав-çавах уçă-ха. Вĕсенче çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленсе юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Унсăр пуçне ĕçпе кану лагерьне çỹрекен ачасем столовăй валли кишĕр, пуçлă сухан, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, хăяр-помидор, купăста çитĕнтереççĕ.

Çак кунсенче ятарлă служба ĕçченĕсенчен тăракан комисси шкулсенче пулчĕ, вĕренỹ учрежденийĕсенче хатĕрленỹ ĕçĕ-хĕлĕ мĕнле пынипе кăсăкланчĕ, çитменлĕхсене палăртса хăварчĕ. Рейд бригади чăн малтанах Красномайскинчи пуçламăш шкулпа ача садне çитрĕ. Кăçал унта çирĕм ача çеç шкул сукмакне такăрлатĕ: тăххăрăшĕ - вĕренекенсем, вун пĕрĕшĕ - ача садне çỹрекенсем. Вĕренỹ условийĕсем çителĕклĕ. Çапах та кунта çĕнĕ вĕренỹ çулĕччен тата спортзала юсамалла, столовăйĕнчи сĕтел-пукана çĕнетмелле.

Алманчăри "Василек" ача сачĕ урамранах илĕртỹллĕ курăнать. Шăпăрлансем валли тунă капăр "çуртсем", тĕрлĕрен вăйă вылямалли лаптăксем, хитре чуччу тата ытти те калиткене уçса кĕрсенех куçа тирĕнет. Шалта вара чăн-чăн юмах тĕнчине лекнĕн туятăн. Ачасем валли хăйне евeрлĕ кĕтес хатĕрлеме тăрăшнă воспитательсем: "лавкка", "парикмахерски", "больница"...

Комисси Туçари "Сар хeвел" ача садĕнчи юсав ĕçĕсемпе те кăмăллă пулчĕ. Пĕчĕккисем валли кунта условисем çителĕклĕ. Педагогсем ачасене кирлĕ пек воспитани парас тĕлĕшпе тĕрлĕрен кăсăклă мероприятисем йĕркелеççĕ, уявсене ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле ирттерме тăрăшаççĕ. Пĕлỹ кунĕнче çак ялта 55 ача хăтлă садик алăкне уçĕ. Çуллахи вăхăтра кунта 18-ăн çеç çỹреççĕ. Ыттисемпе танлаштарсан, Туçа ял тăрăхĕнче вĕренỹ учрежденийĕсем йышлă. Вĕсенчен пĕри - ури Туçари вăтам шкул. Ăна чылай çул ĕнтĕ П. Шашкин директор ăнăçлă ертсе пырать. Коллектив çĕнĕ вĕренỹ çулне пысăк хавхаланупа кĕтсе илме хатĕр: классене сăрланă, сĕтел-пукана юсанă, çĕнетнĕ, шкул çумĕнчи участок та капăр. Ку тĕлĕшпе кỹршĕри Кивĕ Ахпỹртсен ĕçне те тĕрĕслеве тухнисем лайăх хак пачĕç. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕччен вăхăчĕ самаях-ха. Çапах та шкулсенче отпусксенчи педагогсем шухăшсăр пурăнманни сисĕнчĕ.

Тĕрĕсленĕ учрежденисенче кашнинчех юсав ĕçĕсене пурнăçлани куç умĕнче.

А. АНДРЕЕВА, ЧПУ студентки

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика