13 июля 2013 г.
Çуркунне акнă-лартнă культурăсем пĕр тикĕс те парка шăтса тухрĕç. Хире тухсан чун-чĕре савăнатчĕ, чĕре хĕпĕртетчĕ. Анчах шăрăх кунсем питĕ ир пуçланчĕç, ытла вăраха кайрĕç. Чăн та, хăш-пĕр вырăнсенче кас çумăрĕсем çĕре аванах шỹтеркелерĕç. Çапах нумай çĕрте пăт-пат ỹкнипех ирте-ирте кайрĕç.Тĕш-тырăсем йĕркеллĕ пуç çавăраймаççĕ, пропашнойсем те лĕнчĕр кайса çулçисене усрĕç. Районта чрезвычайлă ситуаци ыйтăвĕ çивĕч тухса тăчĕ. Хуçалăхсенче йывăр лару-тăруран мĕнле тухмалли пирки пуç ватсах шухăшлаççĕ .
Çак тĕллевпех июлĕн 9-мĕшĕнче пирĕн района Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторинпа ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов (вăл икĕ эрне каялла та пирĕн районти хуçалăхсенче пулнăччĕ) килчĕç. Вĕсем район ертỹçисемпе пĕрле "Звезда", "Тойси", "Малалла", "Первомайск" хуçалăхсене çитсе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем мĕнле аталаннине курса тĕпчерĕç. Ку тĕлĕшпе асăннă хуçалăхсенче лару-тăру уйрăмах кăткăс. Çавăнпа та И. Моторин патшалăхран пулăшу илес тĕллевпе кирлĕ хутсене ял хуçалăх министерствине тăратма сĕннĕ.
СĂМАХ МАЙ КАЛАСАН...
Республикăн пысăк шайри ертỹçисем пирĕн тăрăха килсе кайнă хыççăн кашни кунах пире ăшă çумăр савăнтарать. Çак телей кая юлсах çитмерĕ-ши? Ыйтупа кăсăкланса Туçа тăрăхĕнчи тăн-тăн "Тойси" тата "Звезда" хуçалăх ертỹçисемпе çыхăнтăмăр. -
Çук, кая юлман. Вырăнлă çеç пулчĕ темелле. Кун хыççăн уяртса та ярсан пучахсем кирлĕ пек тулса çитĕç, сухан-севок та нỹрпе самай çитĕнĕ. Çĕр улмипе ытти тымар çимĕç-сен йышĕ пулаймасан та мĕн тĕвĕленни лайăх ỹсĕç,- хаваслăн пĕлтерчĕç Геннадий Рубцовпа Валерий Кузнецов.
А. НИКОЛАЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)