29 июня 2013 г.
Пăлакассинчи сысна комплексĕ ĕçлесе каясса районта пурăнакансенчен нумайăшĕ ĕненмерĕ. Ара, хуралтăсен кăшкарĕ çеç тăрса юлнăскере çĕнĕрен ура çине тăратма укçи-тенки те, чăтăмлăхĕ те самаях кирлине пурте лайăх ăнланаççĕ-çке. 2011 çулхи ноябрьте Орел хулинчи селекципе гибрид центрĕнчен сыснасен пĕрремĕш партине (660 амапа 20 аçа) илсе килсен те шанманлăх сирĕлсех пĕтмерĕ. Пĕлтĕр çул пуçламăшĕнче йыш тата хутшăнчĕ. Паян вара кунта 10 пине яхăн выльăх. Вăй хуракансен йышĕ те пĕчĕк мар. Тĕрĕссипе, хальхи предприятине малтанхипе танлаштараймастăн. Пĕтĕм ĕçе механизациленĕ. Микроклимата, апат парассине компьютер тĕ-рĕслет. Амасем пĕтĕленнине те УЗИпе пăхаççĕ. Ĕçлекенсем ĕлĕкхи пек тислĕке алăпа кăлармаççĕ: шывпа юхтарса тасатаççĕ. Çăвăнма душ кабинисем пур.
"Юрма" агрохолдингăн комплексĕнче сыснасене ятарлă технологипе ỹстереççĕ. Кашни уйрăмра мĕн çитермеллине, чир-чĕртен сыхланса хăçан тата мĕнле профилактика тумаллине графикпа килĕшỹллĕн пурнăçлаççĕ. Тулли рационлă апата Улатăртан турттараççĕ. Унăн пахалăхне Ю. Кошкин технолог куллен пăхса тăрать. Çавăн пекех Бельгине те ярса тĕрĕслеттереççĕ.
- Паяна пирĕн комплексра 1157 ама, вĕсем вăтамран 14 çураран кая мар çăвăрлаççĕ. Сахал йыш хушаканнисене тỹрех какая ăсататпăр. Технологипе 40 процент таран браклама юрать, пирĕн ку кăтарту 25 процентпа танлашать. Çавăн пекех самăртмалли уйрăмра 4000 сысна. Вĕсен планпа 750 грамм ỹт хушмалла, хальхи вăхăтра кунне 893 грамм ỹссе пыраççĕ. Çитĕнỹсем пĕр çын тăрăшнипе çеç пулманнине те палăртса хăварас килет. Ăратлăх тата çăвăрлаттаракан цехсен начальникĕсем Г. Мышинапа Н. Николаева хăйсене шаннă тивĕçе кирлĕ пек пурнăçлаççĕ, - тет Ю. Кошкин директор предприяти пурнăçĕпе паллаштарнă май. - Çавăн пекех Н. Митрофанова, Н. Мякина, Л. Савдерова, Н. Шадирякова, Т. Кадукова, А. Шадирякова, Н. Синеева, С. Суркова ĕçлекенсем те питĕ тăрăшуллă. Коллективра комплекс уçăлнăранпах тимлекенсем нумайăн, çакă та ĕçре хăйне майлă çăмăллăх кỹрет.
Сыхланакана Турă та сыхлать, теççĕ. Тĕрлĕ чир-чĕртен прививка тунисĕр пуçне сыснасене Африка чуминчен тата ытти амак ересрен асăрхасах тă-раççĕ. Санитари кунĕсем час-часах ирттереççĕ. Выльăхсене пĕр уйрăмран теприне куçариччен витене вĕри пăспа дезинфекцилеççĕ. Çавăн пекех апат илсе килекен е сыснасем туянма пыракан автомашинăсене те тивĕçлĕ мероприятисем тумасăр кĕртсе ямаççĕ.
Хальхи вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсем аш-какай йỹннипе тата туянакан çуккипе сыснасен йышне чакарчĕç, хăшĕ-пĕринче пĕтерес патнех çитрĕç. "Юрма" комплексра ку тĕлĕшпе йывăрлăх çук. Юрий Геннадьевич каланă тăрăх, самăртнă выльăхсене Тольяттинчен, Самарăран, Кировран тата ытти хуласенчен килекенсем хапăлласах туянаççĕ. 1200 выльăх сутма палăртнă пулсан, 1300 ытларах какая янă. Çурасене те ыйтакансем пур. Районта пурăнакансем çеç мар, ют тăрăхран 70-80 пуç таран илсе каяççĕ.
- Паян тата та лайăхрах ĕçлес тесен çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртмелле. Вĕсене алла илес тесен питĕ нумай вĕренмелле, ыттисен опычĕсемпе паллашмалла. Пирĕн пата час-часах Польша, Белорусси, Европăри ытти çĕр-шыв специалисчĕсем килеççĕ. Хамăрăн та ытти регионсене çитеççĕ, унта мĕнле ĕçленипе кăсăкланаççĕ. - пĕлтерет Ю. Кошкин.
Комплексра вăй хуракансен тĕллевĕсем те пысăк. Кунта ăратлăх статусне илессишĕн тимлеççĕ. Ăна валли пур услови те пур.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)